Лука ҫырнӑ Евангели 19
19
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗрсе ун витӗр иртсе пынӑ. 2Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, 3Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман; 4вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ. 5Ҫав тӗле ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна курса каланӑ: Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла, тенӗ. 6Лешӗ вара васкаса аннӑ та Ӑна савӑнсах хӑй патне илсе кӗнӗ. 7Ҫавна курсан пурте ӳпкелеше пуҫланӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ, тенӗ. 8Вара Закхей тӑнӑ та Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп, тенӗ. 9Иисус каланӑ ӑна: паян ҫак киле ҫӑлӑнас кунӗ ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ҫын та Авраам ывӑлӗ: 10Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ, тенӗ.
11Ҫакна итлесе тӑракансене Вӑл тата пӗр ытарӑш каласа панӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалим патне ҫывӑхарса пынӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна итлекенсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шухӑшланӑ. 12Вӑл ҫапла каланӑ: || пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ; 13вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ. 14Анчах хӑй ҫӗрӗнчи ҫынсем ӑна курайман; вӗсем ун хыҫӗнчен «вӑл пирӗн патша ан пултӑр» тесе калама ҫынсем янӑ. 15Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ. 16Пӗри пынӑ та каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ. 17Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ чура; эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эсӗ вунӑ хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ. 18Тепӗри пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ. 19Хуҫи ӑна та каланӑ: «эсӗ те пилӗк хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ. 20Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм, 21мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ. 22Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач, 23мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ. 24Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ. 25Ӑна каланӑ: «хуҫамӑр! унӑн вунӑ мина пур» тенӗ. 26Хуҫи: «калатӑп сире — камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 27Мана хӑйсен патши ан пултӑр теекен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам умрах вӗлерӗр» тенӗ. 28Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ, Вӑл Иерусалималла улӑхнӑ.
29Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ. 32Лешӗсем кайнӑ вара, пӗтӗмпе Вӑл каланӑ пек пулнӑ. 33Вӗсем ҫамрӑк ашака вӗҫертсе илнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсене каланӑ: ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ. 34Вӗсем ҫапла хуравланӑ: вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, тенӗ. 35Ӑна вара Иисус патне ҫавӑтса пынӑ; унтан ашак тихи ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ та Иисуса ун ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ. 36Вӑл пынӑ чухне ҫынсем хӑйсен тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ. 37Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли ҫӗре ҫывӑхарсан, вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ пур хӑватсемшӗн те Турра савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса мухтама пуҫланӑ: 38Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ! тӳпере канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав! тенӗ. 39Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! вӗренекенӳсене чар, тенӗ. 40Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: калатӑп сире: вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрса ярӗҫ, тенӗ. 41Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ. 45Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑлара пуҫланӑ, 46каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑм — кӗлӗ ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ, эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ. 47Вӑл кулленех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем Ӑна пӗтерме май шыранӑ, 48анчах пӗтӗм халӑх пӗр хӑпмасӑр Ӑна итленӗрен вӗсем Ӑна нимӗн те тӑвайман.
S'ha seleccionat:
Лука ҫырнӑ Евангели 19: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.