Лука ҫырнӑ Евангели 13

13
1Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Ӑна Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ. 2Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: ҫав Галилея ҫыннисем ҫапла асапланса вилнӗрен вӗсем Галилейӑри ытти ҫынсенчен пуринчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? 3Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр. 4Е тата эсир хайхи Силоам пашни ишӗлсе анса вӗлернӗ вунсакӑр ҫын Иерусалимра пурӑнакан ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и? 5Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр, тенӗ. 6Унтан ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫыннӑн хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчине лартнӑ смоква йывӑҫӗ пулнӑ; вӑл ун ҫимӗҫне шырама пынӑ, анчах тупайман; 7вара пахчаҫӑна каланӑ: «акӑ эпӗ ку смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне шырама виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах тупаймастӑп; касса пӑрах ӑна: мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?» тенӗ. 8Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам — 9ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн» тенӗ.
10Иисус шӑматкун пӗр синагогӑра вӗрентнӗ. 11Унта халсӑр тӑвакан усал сывлӑш ернипе вунсакӑр ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ: вӑл кукленсех аннӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман. 12Ӑна курсассӑн Иисус чӗнсе илсе каланӑ ӑна: хӗрарӑм! эсӗ чирӗнтен хӑтӑлатӑн, тенӗ. 13Унтан ун ҫине аллине хунӑ та — лешӗ вара ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ. 14Ҫавӑн чухне синагога пуҫлӑхӗ, Иисус шӑматкун сыватнӑшӑн ҫилленсе кайса, халӑха каланӑ: ултӑ кун пур, мӗн тӑвассине ҫав кунсенче тӑвас пулать; чиртен сывалмашкӑн ҫав кунсенче килӗр, шӑматкун ан килӗр, тенӗ. 15Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара? 16Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и? тенӗ. 17Вӑл ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫ тӑракансем пурте намӑсланнӑ; пӗтӗм халӑх вара Унӑн пур мухтавлӑ ӗҫӗшӗн савӑнса тӑнӑ.
18Вӑл малалла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? ӑна мӗнпе танлаштарам-ши? 19Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑйӗн пахчине сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи акнӑ; ҫав пӗрчӗ шӑтса ӳснӗ те пысӑк йывӑҫ пулнӑ, ӗнтӗ унӑн турачӗсем хушшине вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, тенӗ. 20Татах каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарам-ши? 21Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.
22Унтан Иисус хуласем тӑрӑх, ялсем тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Иерусалималла кайнӑ.
23Пӗр ҫын Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа! ҫӑлӑнакан чӑнахах та сахал-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 24тӑвӑр хапхаран кӗме тӑрӑшӑр, калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗресшӗн пулӗ — анчах кӗреймӗ. 25Кил хуҫи тӑрса алӑкне питӗрсе хурӗ те, сирӗн вара тул енче тӑрса алӑкран шаккаса: «Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! уҫса кӳртсем пире» темелле пулӗ. Анчах Вӑл сире хирӗҫ: «Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп» тейӗ. 26Эсир вара калатӑр: «эпир Сан умӑнтах ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, Эсӗ пирӗн урамсенчех вӗрентеттӗн» теетӗр. 27Вӑл ҫапла калӗ: «калатӑп сире: Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп; тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та кайӑр Ман патӑмран!» тейӗ. 28Эсир Турӑ Патшалӑхӗнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассӑн, хӑвӑра ҫавӑнтан хӑваласа кӑларнине курсассӑн, унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 29Тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчен килӗҫ те Турӑ Патшалӑхӗнче кӗрекене ларӗҫ. 30Акӑ ӗнтӗ малтисем пулас кайрисем, кайрисем пулас малтисем пур, тенӗ.
31Ҫав кун темиҫе фарисей пынӑ та каланӑ Ӑна: Эсӗ кунтан тухса кай — Ирод Сана вӗлересшӗн, тенӗ. 32Вӑл вӗсене каланӑ: кайса калӑр ҫав тилле: акӑ Эпӗ паян та, ыран та усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫҫӗмӗш кунне вӗҫлӗп; 33анчах Манӑн паян та, ыран та, тепӗр кун та каймалла-ха, мӗншӗн тесессӗн пророка урӑх ҫӗрте мар, Иерусалимра вӗлереҫҫӗ. 34Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 35Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: хӑвӑр: «Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе калас вӑхӑт ҫитиччен эсир текех Мана кураймӑр, тенӗ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió