Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 7

7
1Ҫапла та пулнӑ: амӑшӗпе пӗрле ҫичӗ пӗртӑвана ярса тытнӑ та патша вӗсене ҫиме юраман сысна ашӗ ҫиме пусахласа чӑпӑрккапа, чӗн саламатпа хӗнеттернӗ. 2Вӗсенчен пӗри, пурин ятӗнчен те хуравласа, ҫапла каланӑ: «эсӗ мӗн ҫинчен ыйтасшӑн е пирӗнтен мӗн ыйтса пӗлесшӗн? эпир аттесен саккунӗсенчен иртиччен маларах вилме хатӗр» тенӗ. 3Вара тилӗрсе кайнӑ патша ҫатмасемпе хурансен айне вут чӗртме хушнӑ. 4Вут чӗртсе ярсассӑнах, пуриншӗн те хуравласа каланӑскерӗн чӗлхине касса илме, пиччӗш-шӑллӗпе амӑшӗ умӗнче тирне сӳсе алли-урине касса татма хушнӑ. 5Алли-урисӗр тӑрса юлнӑ, сывлӑшӗ ҫеҫ тухайман ҫынна вут-ҫулӑм патне йӑтса кайма, унта ҫатма ҫинче ӑшалама хушнӑ; ҫатма хытӑ пӑсланма тытӑнсассӑн, пӗртӑвансем амӑшӗпе пӗрле вилӗме паттӑррӑн тӳссе ирттерме сӑмах татнӑ, вӗсем ҫапла каланӑ: 6«Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр курса тӑрать, Моисей халӑх умӗнче хӑйӗн юррипе: «Вӑл Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ» тесе каланӑ пек, Вӑл пире чӑннипех хӗрхенӗ» тенӗ. 7Малтанхи вилсессӗн, мӑшкӑл кӑтартма тепӗрне илсе тухнӑ, пуҫ тирне ҫӳҫӗ-мӗнӗпех сӳсе илсессӗн, ӳт-пӗвне пайӑн-пайӑн асаплантарма тытӑниччен: «ҫиетӗн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ. 8Лешӗ вара ашшӗсен чӗлхипе хуравласа: «ҫук» тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл пӗрремӗш тӑванӗ пекех асап тӳссе вилнӗ. 9Сывлӑшӗ пӗтсе ҫитеспе каланӑ вӑл: «эсӗ, асап кӑтартакан, пирӗнне ку пурӑнӑҫа тататӑн, анчах тӗнче Патши пире, Хӑйӗн саккунӗсемшӗн вилнисене, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли чӗртсе тӑратӗ» тенӗ. 10Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗмӗшне асаплантарма тытӑннӑ, чӗлхӳне пар-ха тесессӗн, вӑл ӑна тӳрех кӑларнӑ, пӗр хӑрамасӑр аллисене те малалла тӑснӑ, 11вара хӑюллӑн каланӑ: «ҫакна мана тӳпе панӑ, ҫавӑнпа та Унӑн саккунӗсемшӗн ӑна хӗрхенсе тӑмастӑп, ӑна Унранах каялла илессе шанатӑп» тенӗ. 12Патша хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те ҫамрӑк ача паттӑрлӑхӗнчен, асапа нимӗн вырӑнне хумасӑр чӑтӑмлӑн тӳснинчен шалтах тӗлӗннӗ. 13Ку вилсе кайсассӑн, тӑваттӑмӗшне те ҫак майпах хӗн кӑтартса асаплантарнӑ. 14Вилӗмӗ ҫывӑхарса ҫитсессӗн, вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ пире шанчӑк панӑ — Вӑл пире ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратӗ. Эпир, ҫын аллинчен вилекенсем, ҫавна кӗтетпӗр; санӑн вара пурӑнӑҫ валли чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук» тенӗ. 15Унтан пиллӗкӗмӗшне ҫавӑтса пынӑ та асаплантарма тытӑннӑ. 16Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ. 18Ҫакӑн хыҫҫӑн улттӑмӗшне илсе пынӑ, вӑл, вилме хатӗрленсе, ҫапла каланӑ: «кӑлӑхах ан йӑнӑш — эпир ҫакна хамӑр Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн тӳсетпӗр, тӗлӗнмелли ҫавӑнпа пулса иртрӗ те ӗнтӗ. 19Анчах, Турра хирӗҫ тӑма хӑйнӑскер, хасасӑр юлатӑп тесе ан та шухӑшла» тенӗ. 20Амӑшӗ вара пуринчен те хытӑрах тӗлӗнтернӗ, вӑл асра мухтавлӑн пурӑнма тивӗҫлӗ. Пӗр кун хушшинче ҫичӗ ывӑлне вӗлернине курса тӑраканскер, вӑл Ҫӳлхуҫана шанса тӑнипе ҫакна чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ. 21Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22«эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ. 24Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ. 25Анчах яш ача ӑна пачах та тимлемен те, патша вара унӑн амӑшне чӗнсе илсе ӑна ывӑлне канаш пама, хӑвна сыхласа хӑвар теме ӳкӗтленӗ. 26Патша темиҫе хутчен ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн вӑл ывӑлне канаш пама килӗшнӗ. 27Ун патнелле пӗшкӗнсе, хаяррӑн асаплантараканран кулса, вӑл ашшӗсен чӗлхипе ҫапла каланӑ: «ывӑлӑм! хӗрхенсем мана, эпӗ сана тӑхӑр уйӑх варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм, виҫӗ ҫул кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантартӑм, сана тутӑ усрарӑм, ҫитӗнтертӗм, вӗрентрӗм. 28Тархаслатӑп сана, ачамҫӑм, тӳпепе ҫӗр ҫине пӑхса ил, унта мӗн пуррине курса, ҫакна йӑлтах Турӑ нимӗн ҫукран пултарнине, этем йӑхӗ те ҫапла пулса кайнине пӗлсем эсӗ. 29Ан хӑра ҫак ҫынвӗлеренрен, хӑвӑн пиччӳсене тивӗҫлӗ пул та йышӑн вилӗме, ҫапла эпӗ Турӑ ырӑлӑхӗпе сана пиччӳсемпе пӗрле ҫӗнӗрен тупам» тенӗ.
30Амӑшӗ каласа та пӗтереймен-ха, яш ача каланӑ та: «мӗн кӗтетӗр эсир? Эпӗ патша хушнине итлеместӗп, эпӗ Моисей урлӑ аттемӗрсене панӑ саккун хушнине пӑхӑнатӑп. 31Эсӗ вара, еврейсен мӗнпур инкекне шухӑшласа кӑлараканӗ, Турӑ аллинчен хӑтӑлаймӑн. 32Эпир хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланатпӑр. 33Чӗрӗ Ҫӳлхуҫа пире хаса парса ӑса кӗртмешкӗн пӗр вӑхӑтлӑха ҫилленнӗ пулсассӑн та, Вӑл Хӑйӗн чурисене каллех хӗрхенӗ; 34эсӗ вара, пур ҫынран та чи ҫылӑхли те чи айӑпли, Унӑн чурисем ҫине алӑ ҫӗклеме пултаратӑп тесе суя ӗмӗтпе мӑнаҫланса кӑлӑхах ан хӑпартлан: 35эсӗ Пурне те Тума Пултаракан, Пурне те Курса Тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлаймӑн. 36Пирӗн тӑванӑмӑрсем, халӗ вӑхӑтлӑх асап тӳссе, Турӑ хывнӑ халал урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илчӗҫ, эсӗ вара каппайланнӑшӑн Турӑ сучӗпелен тивӗҫлӗ хаса илӗн. 37Эпӗ те, хамӑн пиччемӗмсем пекех, аттесен саккунӗсемшӗн чунӑмпа ӳтӗме паратӑп, эпӗ Турра тархаслатӑп: Вӑл часрах халӑха хӗрхентӗрччӗ, санӑн вара асапланса та хаса тӳссе Вӑл пӗртен-пӗр Турӑ пулнине пӗлмелле пултӑрччӗ, 38Пурне те Пултараканӑн пирӗн йӑха тивӗҫлипе ҫитнӗ ҫилли манпа манӑн пиччемӗмсем ҫинче чарӑнтӑрччӗ» тенӗ. 39Вара тарӑхса ҫитнӗ патша, хӑйӗнчен тӑрӑхласа кулнипе тилӗрсе, ӑна ыттисенчен те хытӑрах асаплантарнӑ. 40Ку тӑванӗ те хӑйӗн пурӑнӑҫне чыслӑн, пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫана шанса вӗҫленӗ. 41Ывӑлӗсем хыҫҫӑн амӑшӗ те вилнӗ.
42Йӗрӗхсене епле чӳк кӳни ҫинчен, тискерле асапсем ҫинчен каласа ҫитӗ ӗнтӗ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió