Сирах 34
34
1Ӑссӑр-тӑнсӑр ҫын ӗмӗчӗ — суя ӗмӗт, кӑлӑх ӗмӗт, айван ҫын тӗлӗк курнипех ҫунатланса каять. 2Тӗлӗке ӗненекен — мӗлкене ыталакан евӗрлӗ, ҫил хӑвалакан евӗрлӗ. 3Тӗкӗр ҫинчи сӑн — чӑн сӑн мар вӑл, тӗлӗк те ҫавӑн пекех, чӑнни мар. 4Таса марринчен мӗн таси пултӑр, суяран мӗн чӑнни пултӑр? 5Юм юмлани, тӗшмӗш, тӗлӗк таврашӗ — пурте суя, ҫуратакан арӑм ӗмӗтленсе тӑнӑ пек, вӗсем чӗрене ӗмӗтлентереҫҫӗ. 6Тӗлӗке Ҫӳлти Турӑ юри, ӑса кӗртесшӗн, яман пулсассӑн, ӑна чӗрӳ яхӑнне ан яр. 7Тӗлӗк нумайӑшне аташтарнӑ, ӑна шанаканнисем тӗп пулнӑ. 8Саккун ултав ҫук чухне лайӑхланса пырать, ӑслӑлӑха тӳрӗ ҫын чӗлхи-ҫӑварӗ аванлатать. 9Вӗреннӗ ҫын нумай пӗлет, пурӑнӑҫ тути-масине пӗлекен ӑс парать. 10Пурӑнӑҫ тути-масине ӑнкарман ҫын сахал пӗлет; тӗнче курса ҫӳренӗ ҫын тавҫӑруллӑ пулать. 11Эпӗ ҫул ҫӳресе темӗн те курнӑ, эпӗ хам мӗн каланинчен ытларах пӗлетӗп. 12Нумай хутчен вилӗм умӗнчех тӑнӑ эпӗ, пурӑнӑҫ тути-масине пӗлнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ. 13Ҫӳлхуҫаран хӑракансенӗн чунӗ-чӗмӗ сывӑ тӑрӗ: вӗсем хӑйсене Ҫӑлакана шанаҫҫӗ. 14Ҫӳлхуҫаран хӑракан — нимӗнрен те хӑрамасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн шанчӑкӗ — Турӑ. 15Ҫӳлхуҫаран хӑраканӑн чунӗ телейлӗ! ҫав ҫын кама пула тытӑнса тӑрать? ӑна кам тӗрек парать? 16Ҫӳлхуҫа куҫӗ — Хӑйне юратакансем ҫинче. Вӑл — хӑватлӑ хӳтлӗх, ҫирӗп тӗрев, Вӑл — хӑр ҫилрен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен упраканӗ, такӑнасран хӑтараканӗ, ӳкесрен сыхлаканӗ; 17Ҫӳлхуҫа чуна ҫӗклентерет, куҫа ҫутӑлтарать, эмеллет, пурӑнӑҫпа пиллӗх парать.
18Кам суяпа пухнӑ пурлӑхран парне кӳрет, ҫавӑн парни — мӑшкӑллӑ парне, йӗркесӗр ҫын кӳнӗ парне юравсӑр; 19йӗркесӗр ҫынсен парнине Ҫӳлхуҫа хапӑлламасть, нумай парне кӳрсессӗн те, вӗсен ҫылӑхне каҫармасть. 20Чухӑнран туртса илнине парне кӳрекен ҫын — парне кӳмешкӗн ывӑлне ашшӗ умӗнче чиксе пӑрахакан пекех. 21Мӗскӗнӗн ҫӑкӑрӗ — унӑн пурӑнӑҫӗ вӑл; ҫавна туртса илекен — юнӗҫен вӑл. 22Ҫывӑх ҫыннинчен ҫиессине туртса илни — ӑна вӗлерниех, тара тытнӑ ҫынна тӳлессине тытса юлни — юн тӑкниех. 23Пӗри тунине тепӗри пӑсса пырсассӑн, ӗшеннисӗр пуҫне мӗн пултӑр вӗсене? 24Пӗри кӗлтунӑ чухне тепӗри ылханса тӑрсассӑн, Патша хӑшӗн сассине илтейӗ? 25Вилене сӗртӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалакан кайран каллех вилене сӗртӗнсессӗн, малтан ҫӑвӑнса тасалнинчен ӑна мӗн усси пултӑр? 26Ҫылӑхӗсемшӗн типӗ тытакан, кайран каллех унчченхинех тӑвакан та ҫавӑн евӗрлӗ: унӑн кӗллине кам илтӗ? ӳкӗннинчен ӑна мӗн усси пулӗ?
Выбрано:
Сирах 34: CHB
Выделить
Копировать
Сравнить
Поделиться
Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.