Логотип приложения Библия
Иконка поиска

Сирах 32

32
1Ӗҫкӗ-ҫикӗре сана кӗреке пуҫӗ тусассӑн, хӑвна ху асла ан хур; ыттисем хушшинче ыттисем пекех пул: 2малтан ыттисемшӗн тӑрӑш, унтан — лар вара. Пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсессӗн ху вырӑнна йышӑн: 3хӑнасем ҫине пӑхса савӑнмалла пултӑр, пурне те лайӑх йӗркеленӗшӗн чыс курмалла пултӑр. 4Эй ватӑ ҫын, калаҫ, санӑн сӑмаху вырнаҫуллӑ, 5сӑмахна тӗплӗ пӗлсе калаҫ, юрӑ-кӗвӗ калама ан чар. 6Юрӑ-кӗвӗ итленӗ чухне сӑмах ан вакла, вырӑнсӑр ан ӑсчахлан. 7Ӗҫкӗ-ҫикӗре юрӑ-кӗвӗ янӑрани — рубин пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех илемлӗ; 8тутлӑ эрех ӗҫнӗ чухне юрӑ-кӗвӗ янӑрани смарагд пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех кӑмӑла ҫӗклентерет. 9Эй яш ача, калаҫ, кирлӗ чухне калаҫ, хӑвӑнтан икӗ хут ыйтсассӑн кала пӗр-икӗ сӑмах, 10чи кирлине ҫеҫ кала, сахал сӑмахпах нумай калама пулать. Пӗлсе калаҫ, чӗнмесӗр тӑма та пӗл. 11Аслӑ ҫынсем хушшинче вӗсемпе ан танлаш, ватӑ ҫынсем хушшинче ан палка. 12Аслати умӗн ҫиҫӗм ҫиҫет, вӑтанма пӗлекен умӗн тивлет ҫӳрет. 13Вӑхӑтра тапран, ыттисенчен кая ан юл; килне васка, ҫапкаланса ан ҫӳре. 14Килӳнте савӑн, унта ху кӑмӑлна килнӗ пек ту; анчах мӑнаҫлӑ сӑмахпа ҫылӑха ан кӗр. 15Ҫакӑншӑн хӑвна Пултаракана, сана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе Тӑрантаракана мухта. 16Ҫӳлхуҫаран хӑракан ӑс-хакӑл илет, ирех тӑрса Ӑна асӑнакансем Унӑн кӑмӑлне тупаҫҫӗ. 17Саккуна шыракан унпа тӑранӗ, икӗ питлӗ ҫын — унран такӑнӗ. 18Ҫӳлхуҫаран хӑракансем тӳрӗ сут тупӗҫ, тӳрӗ сута ҫутӑ пек ҫуталтарӗҫ. 19Ҫылӑхлӑ ҫын хӑйне питлесрен пӑрӑнать, кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайса, хӑйне тӳрре хурать. 20Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пурин ҫинчен те тӗплӗн шухӑшлама тӑрӑшать, тӑнсӑр та мӑнаҫлӑ ҫын вара шиклене пӗлмест. 21Шухӑшламасӑр нимӗн те ан ту, пӗр тусассӑн — ан ӳкӗн. 22Такӑнтаракан ҫулпа ан ҫӳре, уру ан такӑнтӑр; 23тикӗс ҫула та шансах ан пӗтер; хӑвӑн ачу-пӑчунтан та асӑрхан. 24Кирек мӗнле ӗҫре те чун-чӗрӳне тӑнла: ҫакӑ вӑл ӳкӗтсене уяни пулать. 25Саккуна ӗненекен — ӳкӗтсене тимлӗн туса пырать, Ҫӳлхуҫамӑра шанакан — хур курмасть.

Выбрано:

Сирах 32: CHB

Выделить

Копировать

Сравнить

Поделиться

None

Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь