Лука ҫырнӑ Евангели 22

22
1Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ; 2аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ. 3Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗрин, Искариот теекен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ; 4ҫавӑ вара кайнӑ та аслӑ священниксемпе тата пуҫлӑхсемпе вӗсен аллине Иисуса епле тытса парасси ҫинчен калаҫнӑ. 5Лешӗсем хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна укҫа пама пулнӑ; 6вӑл вара сӑмах татнӑ та Ӑна вӗсен аллине халӑх ҫук ҫӗрте тытса пама майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
7Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ, ҫав кун пасха путекӗ пусмалла пулнӑ; 8Иисус Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр, тенӗ. 9Вӗсем Ӑна: ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ. 10Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр, 11вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр. 12Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ. 13Вӗсем кайнӑ, пурте пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ, вара пасха хатӗрлесе хунӑ.
14Вӑхӑт ҫитсен Иисус ҫиме ларнӑ, Унпа пӗрле вуникӗ апостолӗ те ларнӑ, 15Вӑл вӗсене каланӑ: Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ; 16калатӑп сире: вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитиччен Эпӗ ӗнтӗ ӑна урӑх ҫимӗп, тенӗ. 17Унтан Вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр; 18калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ. 19Унтан ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр, тенӗ. 20Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал. 21Акӑ Мана тытса параканӑн алли Манпа пӗрле, сӗтел хушшинчех; 22ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ малтан палӑртса хунӑ ҫулпах пырать, анчах Ӑна тытса паракан ҫынна хуйхӑ ҫитӗ, тенӗ. 23Вӗренекенӗсем вара хӑйсен хушшинчен кам ҫапла тума пултарать-ха? тесе пӗр-пӗринчен ыйта пуҫланӑ. 24Тата вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ. 25Вӑл вара вӗсене каланӑ: патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене «ырӑлӑх тӑвакансем» теҫҫӗ; 26эсир апла мар: сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр; пуҫлӑх пулса тӑраканни тарҫӑ пек пултӑр. 27Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и? кӗрекере лараканни мар-и вара? Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек. 28Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, 29Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: 30Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ. 31Ҫӳлхуҫа тата каланӑ: Симон! Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ; 32анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ. 33Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ. 34Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ. 35Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире михӗсӗр, хутаҫсӑр, ура сыррисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и? тенӗ. Лешӗсем: ҫитменни нимӗн те пулмарӗ, тенӗ. 36Вара Вӑл вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ михӗ пурри миххине илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр; 37калатӑп сире: Ман пирки «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни пулса иртмелле. Ман ҫинчен ҫырни вӗҫленсе пырать, тенӗ. 38Вӗсем: Ҫӳлхуҫамӑр! акӑ кунта икӗ хӗҫ пур, тенӗ. Вӑл вӗсене: ҫитет, тенӗ.
39Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен вӗренекенӗсем те пынӑ. 40Вырӑнне ҫитсен Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ. 41Хӑй вара вӗсен патӗнчен чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каласа кӗлтунӑ: 42эй Аттем! Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ. 43Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна. 44Тертленекенскер, Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ: Унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек тумланӑ. 45Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса кайнине курнӑ, 46вӗсене каланӑ: эсир ҫывӑратӑр-и? тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.
47Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ; халӑх умӗнчен вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ, вӑл Иисуса чуптӑвас тесе Ун патне пынӑ. Хӑйӗнпе пынисене вӑл ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, тенӗ. 48Иисус ӑна каланӑ: Иуда! Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-им? тенӗ. 49Ӗҫ ӑҫталла сулӑннине курсассӑн, Иисуспа пӗрле пынисем каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! хӗҫсене кӑларар мар-и? тенӗ. 50Вӗсенчен пӗри ӗнтӗ хӗҫҫине аслӑ священник чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. 51Вара Иисус каланӑ: ан тивӗр, ҫитӗ, тенӗ. Унтан вӑл тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ ӑна. 52Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ. 53Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, эсир ун чухне Ман ҫине аллӑра ҫӗклемерӗр, халӗ ӗнтӗ — сирӗн вӑхӑтӑр, сӗмлӗх ирӗкӗ, тенӗ.
54Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр хыҫалтан аякран пынӑ. 55Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ. 56Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ. 57Петр хӗрарӑм тарҫӑна: эпӗ ӑна палламастӑп, тесе Иисусран туннӑ. 58Кӑштахран ӑна тепӗри курнӑ та: эсӗ те вӗсен ушкӑнӗнченех, тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: ҫук-ҫке, тенӗ. 59Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен тата тепӗри ҫине тӑрсах каланӑ: ку та чӑнах Унпа пӗрлеччӗ, ку — Галилея ҫынни, тенӗ. 60Петр ҫав ҫынна: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, тенӗ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах сасартӑк автан авӑтса янӑ. 61Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ. 62Унтан тухса кайса питӗ хытӑ йӗнӗ.
63Иисуса сыхласа тӑракансем Ӑна мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ; 64Унӑн куҫне хупласа, Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса: Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ? тенӗ. 65Ӑна ӗнтӗ тӗрлӗрен усал сӑмах каласа хурланӑ.
66Тул ҫутӑлсанах халӑх пуҫлӑхӗсем, аслӑ священниксем тата кӗнекеҫӗсем синедрион канашне пуҫтарӑннӑ, Ӑна ҫавӑнта илсе пынӑ та 67каланӑ: Христос Эсӗ-и? кала пире, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук, 68хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук; 69кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ. 70Вара пурте: апла Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Вӑл Эпӗ тесе эсир калатӑр, тенӗ. 71Вӗсем вара каланӑ: кӳнтеленсем кӑтартни мӗне кирлӗ тата пире? эпир хамӑр Ун ҫӑварӗнченех илтрӗмӗр ӗнтӗ, тенӗ.

Выделить

Поделиться

Копировать

None

Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь