Иаков ҫырӑвӗ 1

1
1Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков саланса пурӑнакан вуникӗ йӑха савӑнӑҫ сунать.
2Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр — 3хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр; 4пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла. 5Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ. 6Анчах та ӗненсе ыйттӑр, пӗртте ан иккӗлентӗр: иккӗленекен вӑл ҫил ҫӗклентерсе, ҫилех салатса яракан тинӗс хумӗ евӗрлӗ. 7Ун пек ҫын Ҫӳлхуҫаран мӗн те пулин илӗп тесе ан шухӑшлатӑр. 8Иккӗллӗ шухӑшлакан ҫын пур тӗлӗшрен те тӗрексӗр.
9Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
12Сӑнанине-тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ: сӑнани витӗр тухсассӑн, Турӑ ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ. 13Асап курнӑ чухне никам та: «мана Турӑ ҫапла сӑнать» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть. 14Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать; 15ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать.
16Эй савнӑ тӑванӑмсем, ан улталанӑр. 17Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать; Унӑн улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук. 18Вӑл кӑмӑл тунӑ та, Хӑй пултарнӑ этемсем хушшинче малтанхисем пулччӑр тесе, пире чӑн сӑмахпа ҫӗнӗрен ҫуратнӑ.
19Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр: 20ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть. 21Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр. 22Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр, хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр. 23Сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурӑнӑҫламан ҫын хӑйӗн тӗкӗр ҫинчи питне-куҫне тишкерсе пӑхакан ҫын евӗрлӗ: 24вӑл хӑй ҫине пӑхса илчӗ те — пӑрӑнчӗ, хӑй еплине ҫавӑн чухнех манса кайрӗ. 25Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан вара хӑй ӗҫӗпе телейлӗ пулӗ: вӑл мӗн илтнине манаканӗ мар, ӑна туса тӑраканӗ пулать. 26Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ. 27Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать.

Marker

Kopier

Sammenlign

Del

None

Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på