Апостолсен ӗҫӗсем 8
8
1Савл ӑна вӗлернине ырланӑ. Ӗненекен ушкӑна ҫав кунран пуҫласа Иерусалимра питӗ хӗсӗрле пуҫланӑ, апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ. 2Стефана ӗнтӗ сӑвап сунан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хӳхленӗ. 3Савл вара ӗненекен ушкӑна хӗн кӑтартнӑ: килӗрен киле ҫӳресе арҫыннисене, хӗрарӑмӗсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ.
4Тӗрлӗ ҫӗре саланнисем ҫав хушӑра Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. 5Ҫапла Филипп Самари хулине ҫитнӗ те ҫавӑнти ҫынсене Христос ҫинчен каласа вӗрентнӗ. 6Филипп тунӑ хӑватсене курса, вӗсем ҫинчен илтсе, халӑх ун сӑмахне пӗр кӑмӑлпа тӑнланӑ: 7усал ернисенчен нумайӑшӗнчен усал сывлӑшсем темӗн тӗрлӗ уласа туха-туха кайнӑ, шалкӑм ҫапнисемпе уксаххисем те нумайӑшӗ сывалнӑ. 8Ӗнтӗ ҫав хулара калама ҫук савӑннӑ.
9Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ; хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса, ӑрӑмласа, вӑл ҫакӑн умӗн Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. 10Пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех пурте ӑна итленӗ: ку — Туррӑн питӗ пысӑк хӑвачӗ, тенӗ. 11Ӑрӑмласа вӑл чылай вӑхӑт хушши тӗлӗнтерсе пурӑннӑ, ӑна ҫавӑнпа тӑнланӑ та. 12Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос ячӗ ҫинчен вӗрентекен Филипа ӗненсе ҫитсессӗн, вӗсем арҫынӗ-хӗрарӑмӗпех тӗне кӗнӗ. 13Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ; тӗне кӗрсен Филипран хӑпма та пӗлмен; пысӑк хӑватсем, паллӑсем пулнине курса, вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
14Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсессӗн, Иерусалимра тӑракан апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ. 15Кусем ҫитнӗ те, Таса Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн Турра кӗлтунӑ, 16мӗншӗн тесессӗн унччен Таса Сывлӑш вӗсем ҫине пӗрин ҫине те анман-ха, вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне анчах кӗртнӗ пулнӑ. 17Апостолсем ӗнтӗ вӗсем ҫине аллине хунӑ та, лешӗсем те Таса Сывлӑш илнӗ. 18Апостолсем алӑ хунипе Таса Сывлӑш аннине курсассӑн, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ та 19ҫапла каланӑ: ку хӑвата мана та парӑр — эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Таса Сывлӑш илтӗр, тенӗ. 20Петр вара ӑна каланӑ: санӑн кӗмӗлӳ хӑвӑнпа пӗрлех пӗттӗр: эсӗ Турӑ тивлетне укҫалла илме шухӑш тытрӑн, 21Турӑ умӗнче санӑн чӗрӳ таса мар, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшпе санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук. 22Ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту: тен, чӗрӳ мӗн шутлани каҫарӑнӗ. 23Эпӗ курсах тӑратӑп: сан ӑшна йӳҫӗ ват тулнӑ, эсӗ суяпа ҫыхӑнса тӑратӑн, тенӗ. 24Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ. 25Вӗсем вара Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, вӑл тӗрӗссине ӗнентерсе ҫӳресессӗн, Самарири чылай ялта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, каялла Иерусалима кайнӑ.
26Филипа вара Турӑ Ангелӗ каланӑ: тӑр та кӑнтӑр енне, Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, кай, унта ҫын ҫӳремест, тенӗ. 27Вӑл тӑнӑ та тухса кайнӑ. Акӑ ҫав ҫулпа пӗр Эфиопи ҫынни — хайран, Эфиопири хӗрарӑм патшанӑн Кандакийӗн улпучӗ, унӑн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканскер, Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑскер — 28таврӑннӑ, вӑл, урапи ҫинче ларса пыраканскер, Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ. 29Таса Сывлӑш Филипа: ҫак урапа ҫумне пыр та ҫыпӑҫ ӑна, тенӗ. 30Филипп пынӑ та лешӗ Исаия пророк кӗнекине вуланине илтсе каланӑ: мӗн вуланине ӑнланатӑн-и? тенӗ. 31Лешӗ каланӑ: кам та пулин ӑнлантармасассӑн, эпӗ епле ӑнланам? тенӗ; унтан вӑл Филипа хӑй ҫумне улӑхса ларма ыйтнӑ. 32Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман. 33Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?» 34Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ. 35Филипп вара сӑмах пуҫарса, Ҫырури ҫак сӑмахсенчен пуҫласа, ӑна Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа панӑ. 36Ҫапла малалла кайса вӗсем шыв хӗррине ҫитнӗ; хайран ӗнтӗ: акӑ шыв, тӗне кӗме мана мӗн чарать? тенӗ. 37Вара Филипп ӑна ҫапла каланӑ: пӗтӗм чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсассӑн, юрать, тенӗ. Лешӗ хуравласа каланӑ: Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ иккенне ӗненетӗп, тенӗ. 38Унтан урапине чарма хушнӑ та, вӗсем Филиппала иккӗшӗ шыв хӗррине аннӑ; Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ. 39Вӗсем шывран тухсан, хайран ҫине Таса Сывлӑш аннӑ; Филипа вара ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа Ангелӗ илсе кайнӑ; хайран ӑна урӑх курман та, вӑл ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑскер, малалла ҫул тытнӑ. 40Филипп Азота ҫитсе тӑнӑ, Кесарие ҫитичченех вӑл пур хулара та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе пынӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 8: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.