Апостолсен ӗҫӗсем 7
7
1Ҫавӑн чухне аслӑ священник каланӑ: ҫапла-и ку? тенӗ. 2Стефан каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, аттесем! итлӗр-ха. Мухтав Турри пирӗн Авраам аттемӗре вӑл Месопотамире пурӑннӑ чухнех, Харрана куҫса кайичченех, курӑннӑ та 3каланӑ ӑна: «хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай» тенӗ. 4Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харрана пырса вырӑнаҫнӑ; ашшӗ вилсессӗн Турӑ ӑна унтан ҫак халӗ хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ. 5Кунта ӑна Турӑ ура лаппи пусӑмлӑх та еткер ҫӗр паман; анчах ҫак ҫӗре ӑна, ун хыҫҫӑн пулас тӑхӑмӗсене пама пулнӑ — ун чухне Авраамӑн ача-пӑча та пулман-ха. 6Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватҫӗр ҫула яхӑн чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ» тенӗ. 7Турӑ тата каланӑ: «анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак вырӑнта Мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ» тенӗ. 8Унтан ӑна ӳт кастарма хушса халал хывнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн Исаак ҫуралнӑ, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне каснӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вуникӗ патриарх ҫуралнӑ. 9Кӗвӗҫсе, патриархсем Иосифа Египета сутса янӑ; анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ, ӑна пысӑк ӑс панӑ, уншӑн Египет патшийӗн, фараонӑн, кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. Фараон вара ӑна Египет ҫӗрӗпе хӑйӗн пӗтӗм кил-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ. 11Пӗтӗм Египет ҫӗрӗпе Ханаан ҫӗрӗ ҫине выҫлӑхпа тем тӗрлӗ асап ҫитнӗ; пирӗн аттемӗрсем апат-ҫимӗҫ тупайман. 12Египетра тырӑ пур тенине илтсе, Иаков пирӗн аттемӗрсене унта янӑ. Ку пӗрремӗш хут пулнӑ-ха. 13Вӗсем иккӗмӗш хут пырсассӑн, Иосиф хӑйӗн ҫинчен тӑванӗсене каласа панӑ; вара Иосиф йӑхӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ. 14Иосиф хушса янӑ та, хӑйӗн ашшӗне Иакова, хӑйӗн тӑванӗсене — мӗнпурӗ ҫитмӗл пилӗк чун — чӗнтерсе пынӑ. 15Ҫапла Иаков Египета куҫса килнӗ, ӗнтӗ хӑй те, пирӗн аттемӗрсем те ҫавӑнта вилнӗ; 16кайран вӗсене, Сихем хулине илсе кайса, Авраам Сихемра Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл тӳлесе туяннӑ тупӑклӑха пытарнӑ. 17Турӑ Авраама тупа туса хывнӑ сӑмах пуласси ҫывӑхарнӑҫемӗн халӑх Египетра йышлӑлансах пынӑ, 18Иосифа пӗлмен урӑх патша ларичченех ҫапла пулнӑ. 19Ку патши вара, пирӗн йӑх тӗлӗшӗнчен усал шухӑш тытса, пирӗн аттемӗрсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ: вӗсен ачисем чӗрӗ ан юлччӑр тесе, ҫуралнӑ ачисене кӑларса пӑрахма ирӗксӗрленӗ. 20Ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ; вӑл илемлӗ те Турра юрӑхлӑ пулнӑ. Ӑна ашшӗ килӗнче виҫӗ уйӑх пӑхса усранӑ. 21Кайса пӑрахсассӑн ӑна фараон хӗрӗ илнӗ те хӑй ывӑлне пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗ. 22Моисее Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ: вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ. 23Хӗрӗх ҫул тултарсан вӑл хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш тытнӑ. 24Вӑл пӗр тӑванне кӳрентернине курнӑ та, ун хутне кӗрсе, Египет ҫыннине вӗлерсе, хур тунӑшӑн тавӑрнӑ. 25Вӑл тӑванӗсем унӑн аллипе Турӑ вӗсене ҫӑлӑнӑҫ панине ӑнланса илӗҫ тесе шухӑшланӑ; анчах та вӗсем ӑнланайман. 26Тепӗр кунне вӑл унта вӗсем ҫапӑҫнӑ чухне пынӑ та вӗсене килӗштересшӗн тӑрӑшса каланӑ: «эсир — тӑвансем, мӗншӗн пӗрне-пӗри кӳрентеретӗр?» тенӗ. 27Анчах та юлташне кӳрентерекенни ӑна тӗртсе ярса каланӑ: «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? 28Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, эсӗ мана та вӗлересшӗн мар-и?» тенӗ. 29Моисей ҫак сӑмахсене пула тухса тарнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса Мадиан ҫӗрӗнче пурӑннӑ; унта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ. 30Хӗрӗх ҫул иртсессӗн Синай тӑвӗн пушхирӗнче, ҫунакан йӗплӗ тӗм ҫулӑмӗ ӑшӗнче, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ. 31Ҫавна курсассӑн Моисей тӗлӗнсе тӑнӑ; лайӑхрах курасшӑн ҫывӑхарах пырсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа сасси илтӗннӗ: 32«Эпӗ — аҫусенӗн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри». Чӗтрене ернӗ Моисей пӑхма та хӑяйман. 33Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ. 35Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ. 36Египет ҫӗрӗнче, Хӗрлӗ тинӗсре тата хӗрӗх ҫул хушши пушхирте хӑватсем, паллӑсем тӑва-тӑва вӗсене ӗнтӗ ҫавӑ илсе тухнӑ. 37Ҫав Моисей ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах, мана кӑларса панӑ пек, Пророк кӑларса парӗ: Ҫавна итлӗр» тенӗ. 38Вӑл пушхирте Синай тӑвӗ ҫинче Ангелпа калаҫнӑ, пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ пире каласа памашкӑн пурӑнӑҫ сӑмахне илнӗ. 39Анчах пирӗн аттемӗрсем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ, чӗрипеле Египет енне сулӑнса, 40Аарона ҫапла каланӑ: «пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр» тенӗ. 41Вара ҫав кунсенче пӑру кӗлетки шӑратса тунӑ та йӗрӗхе парне кӳнӗ, хӑйсен алли тунӑскерӗ умӗнче савӑннӑ. 42Турӑ вара вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман, ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «эй Израиль килӗ! пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Мана парне кӳрсе тӑтӑр-им? 43Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр: Эпӗ сире Вавилон леш енне каҫарса ярӑп» тенӗ. 44Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ. Чатӑрне, Моисее Калаканӗ хушнӑ пек, ӑна кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ тунӑ. 45Иисус Навинпа пирӗн аттемӗрсем ҫав чатӑра Турӑ пирӗн аттемӗрсен умӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен ҫӗрне илсе кӗнӗ; Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫапла тӑнӑ; 46Давид, Турӑ тивлетне илнӗскер, Иаков Турри валли Ҫурт тӑвасшӑн кӗлтунӑ. 47Ун валли Соломон Ҫурт туса лартнӑ. 48Анчах Ҫӳлти Турӑ алӑпа тунӑ ҫуртра пурӑнмасть, ун ҫинчен пророк ҫапла калать: 49«тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши? 50Ҫакна пӗтӗмпех Манӑн аллӑм пултарман-и?» тет. 51Эй чурӑсскерсем! чӗрӗре, хӑлхӑра кастарманскерсем! эсир ялан Таса Сывлӑша хирӗҫ пыратӑр, аҫӑрсем епле пулнӑ, эсир те ҫаплах. 52Сирӗн аҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Вӗсем Тӳрри килессине малтанах пӗлтернисене вӗлернӗ; халӗ Ӑна тытса паракансем, вӗлерекенсем эсир пултӑр, 53эсир ангелсем урлӑ илнӗ саккуна та пӑхӑнмарӑр, тенӗ.
54Ҫакна илтсе тӑнӑ чухне вӗсен ӑшчикӗ ҫурӑлас пек тулса ҫитнӗ, ҫилленсе-тарӑхса вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ. 55Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ та 56ҫапла каланӑ: «акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп» тенӗ. 57Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса ярса, хӑлхине хупласа пурте харӑссӑн Стефана тапӑннӑ; 58ӗнтӗ ӑна хула тулашне илсе тухса чулпа пеме пуҫланӑ; ӑна хирӗҫ кӳнтелекенсем хӑйсен тумтирне Савл ятлӑ ҫамрӑк ҫын ури умне хывса хунӑ та 59Стефана чулпа пеме тытӑннӑ, вӑл вара: «эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑм, ман чунӑма йышӑнсамччӗ!» тесе кӗлтунӑ. 60Унтан чӗркуҫленсе ларса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан хурсамччӗ» тенӗ. Ҫакна каланӑ та — вилнӗ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 7: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: