Апостолсен ӗҫӗсем 6
6
1Ҫав кунсенче, вӗренекенсем йышлӑлансассӑн, эллинсем хушшинчи еврейсем Иудейӑри еврейсене ӳпкелеме пуҫланӑ: куллен-кун мӗн кирлине валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене хисепе хумаҫҫӗ, тенӗ. 2Вара вуникӗ апостол мӗнпур вӗренекене пуҫтарнӑ та каланӑ: пире Турӑ ҫинчен вӗрентме пӑрахса ӗҫме-ҫимешкӗн тӑрӑшни аван мар. 3Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр; 4эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ. 5Ҫапла калани пӗтӗм пухӑва кӑмӑллӑ пулнӑ; вара Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ, питӗ ҫирӗп ӗненекен Стефана суйланӑ, унпа пӗрле тата Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена, суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохи ҫыннине Николая суйласа илнӗ; 6вӗсене апостолсен умне тӑратнӑ, апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
7Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ, Иерусалимра та вӗренекенсен йышӗ те ӳссех пынӑ; священниксем те нумайӑшӗ чӑн тӗне парӑннӑ.
8Стефан вара Турӑ панӑ тивлетпе хӑватлӑланса халӑх хушшинче пысӑк кӗтретсем, паллӑсем тунӑ. 9Анчах та либертинсен синагоги теекен синагогӑна ҫӳрекен хӑш-пӗр ҫынсем — Кирена, Александрия иудейӗсем, тата Килики, Асия иудейӗсем — Стефанпа тавлашма тытӑннӑ; 10анчах вӗсем Стефан ӑсне хирӗҫ, ӑна калаҫтаракан Таса Сывлӑша хирӗҫ тӑма пултарайман. 11Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: эпир вӑл Моисее тата Турра хурласа калаҫнине илтрӗмӗр, тесе калама вӗрентнӗ. 12Ҫапла вӗсем, халӑха, аслӑ ҫынсене, кӗнекеҫӗсене хӗтӗртсе, ӑна пырса сырӑннӑ та ярса тытса синедриона илсе кайнӑ. 13Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть; 14Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ. 15Стефан ҫине пӑхнӑ чухне синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑнса тӑнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 6: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: