Апостолсен ӗҫӗсем 24
24
1Пилӗк кунран аслӑ священник Анания ҫитнӗ, унпа пӗрле аслӑ ҫынсем тата Тертулл ятлӑ пӗр адвокат пулнӑ; вӗсем прокуратор умӗнче Павела хирӗҫ каланӑ. 2Павела чӗнсе пырсассӑн, Тертулл ҫапла каласа ӑна айӑпла пуҫланӑ: 3эй тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс, сана кирек хӑҫан та пур ҫӗрте те эпир тем тӗрлӗ тав туса асӑнатпӑр: эпир питех те канлӗхлӗ пурӑнни санран килет, эсӗ тӑрӑшнипе ҫак халӑх ырӑ курса пурӑнать. 4Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар, ӗнтӗ сана йӑлӑнатӑп: эпир кӗскенӗн каланине эсӗ яланхи пекех йӑвашшӑн итлесемччӗ: 5ҫак ҫын халӑх синкерӗ иккенне пӗлсе, пӗтӗм тӗнчери иудейсем хушшинче пӑлхав кӑларнине, назорейсен суя вӗрентӗвне ертсе пынине пӗлсе, 6вӑл Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлентерме хӑйнине курса, эпир ӑна тытрӑмӑр та хамӑр саккун тӑрӑх сут тӑвас тесеттӗмӗр. 7Анчах та Лисий пинпӳ пычӗ те, ӑна пирӗн алӑран вӑйпах илсе, сан патна ячӗ; 8пире те, ӑна айӑплакансене, сан патна кайма хушрӗ. Тишкерсе пӑхсассӑн, эпир ӑна мӗн тӗлӗшпе айӑпланине эсӗ хӑвах унтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗн, тенӗ. 9Иудейсем те: ҫапла ҫав, тесе тӑнӑ.
10Прокуратор Павела калаҫма паллӑ кӑтартсан, вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши тӗрӗс сут туса тӑнине пӗлсе, эпӗ хамӑн ӗҫӗме пӗр шикленмесӗр хӳтӗлӗп. 11Эсӗ ху та пӗлме пултаратӑн: эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма килни вуникӗ кунран та ытла мар-ха. 12Эпӗ кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑсенче те, хулара та курман, 13ҫавӑнпа халӗ хӑйсем мана мӗн тӗлӗшпе айӑпланине кӑтартса параяс ҫук. 14Анчах та ҫакна сана пӗр пытармасӑр каласа паратӑп: саккунра тата пророксен кӗнекисенче ҫырнине пурне те ӗненсе, эпӗ вӗсем суя вӗрентӳ вырӑнне хуракан Ҫул ҫинче чӑнах та хамӑр аттемӗрсенӗн Турришӗн ӗҫлетӗп, 15вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп, ҫавна вӗсем хӑйсем те кӗтсе тӑраҫҫӗ. 16Ҫавӑнпа эпӗ яланах Турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те таса кӑмӑллӑ пуласшӑн тӑрӑшатӑп. 17Темиҫе ҫул хыҫҫӑн эпӗ кунта хамӑн халӑхӑм валли пулӑшмалӑх пуҫтарнине тата парнесем кӳме килтӗм. 18Мана Турӑ Ҫуртӗнче тытрӗҫ, эпӗ ун чухне тасалмалли йӗркесене туса ҫитернӗччӗ, ман тавра халӑх та, шӑв-шав та ҫукчӗ. 19Мана тытакансем Асийӑран килнӗ иудейсемччӗ; вӗсен мана хирӗҫ мӗн те пулин каласси пулсассӑн, сан умӑнта ҫавсен тӑмаллаччӗ, мана ҫавсен айӑпламаллаччӗ. 20Е ӗнтӗ ҫаксем калаччӑр: эпӗ синедрион умӗнче тӑнӑ чухне ман тӗлӗшпе мӗнле айӑп тупрӗҫ-ши? 21Каласан та вӗсем пӗр ҫак сӑмаха анчах калӗҫ: эпӗ вӗсем хушшинче тӑнӑ чухне хыттӑн: «халӗ эсир мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн сут тӑватӑр!» терӗм, тенӗ.
22Ҫакна итлесе пӗтерсен Феликс, Ҫӳлхуҫа Ҫулӗ ҫинчен ыттисенчен тӗплӗрех пӗлекенскер, вӗсен ӗҫне каяраха хӑварса: сирӗн ӗҫӗре эпӗ Лисий пинпӳ килсен татса парӑп, тенӗ. 23Павела хурал тӑма ҫӗрпӗве хушнӑ, анчах ӑна Павела хытах тытма каламан, ун патне ҫывӑх ҫыннисем килсессӗн, ӑна пулӑшакансем пырсассӑн, никама та чарма хушман.
24Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ. 25Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чаруллӑ пулмалли ҫинчен, пулас сут ҫинчен кала пуҫласан, Феликс хӑраса ӳкнӗ те: халӗ кай-ха, вӑхӑт пулсан сана тата чӗнтерӗп, тенӗ. 26Феликс ӗнтӗ Павел хӑйне кӑларса яртарасшӑн мана укҫа парӗ тесе те ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ӑна тӑтӑшах чӗнтерсе унпа калаҫнӑ. 27Икӗ ҫултан Феликс вырӑнне Порций Фест ларнӑ. Иудейсен кӑмӑлне ҫырлахтарса Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 24: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.