Апостолсен ӗҫӗсем 22
22
1Эй тӑван ҫынсем, аттесем! эпӗ хама сирӗн умӑрта тӳрре кӑларса каланине итлӗр-ха халӗ, тенӗ. 2Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсессӗн, вӗсем тата ытларах лӑпланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: 3эпӗ — Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, вӗренме эпӗ ҫак хулара, ҫакӑнта, Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ, аттемӗрсен сакунне мана тӗплӗ вӗрентсе ҫитернӗ; эсир халӗ Турӑшӑн тӑрӑшнӑ пек, эпӗ те — Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. 4Ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн каякансене эпӗ вӗлересле хӗсӗрлерӗм, арҫыннине те, хӗрарӑмне те ҫыха-ҫыха тӗрмене хуптартӑм, 5ҫакӑн ҫинчен аслӑ священник та, мӗнпур аслӑ ҫынсем те каласа парӗҫ; эпӗ вӗсенчен Дамаскра пурӑнакан ӗненекенсем патне кайма ҫырусем те илтӗм, эпӗ унта ҫав ҫынсене тимӗрлесе Иерусалима тытса килсе асаплантарас тесе кайрӑм. 6Ҫул ҫинче манпа акӑ мӗн пулса иртрӗ: Дамаска ҫитерехпе, кӑнтӑрла тӗлнерех, тӳперен сасартӑк хӑватлӑ ҫутӑ ҫутатса ячӗ мана. 7Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм, хама: «Савл! Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» теекен сасӑ илтрӗм. 8Эпӗ ӑна хуравласа: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! кам Эсӗ?» терӗм. Вӑл мана: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назарет Иисусӗ» терӗ. 9Манпа пӗрле пыракансем ҫутӑ курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ, анчах вӗсем манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен. 10Эпӗ ӗнтӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! манӑн мӗн тӑвас?» терӗм. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «тӑр та Дамаска кай, мӗн тумаллине унта сана пӗтӗмпе каласа парӗҫ» терӗ. 11Ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пултӑм, мана вара хампа пӗрле пыракан ҫынсем алӑран ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитерчӗҫ. 12Ман патӑма саккуна ҫирӗп уяса пурӑнакан, Дамаскри мӗнпур иудей хисеплесе тӑракан Анания ятлӑ пӗр ҫын пычӗ. 13Вӑл манпа юнашар тӑчӗ те: «Савл тӑванӑм, куракан пул!» терӗ. Эпӗ ҫав самантрах куракан пултӑм та ӑна куртӑм. 14Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ: 15Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн. 16Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ. 17Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра, 18эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ. 19Эпӗ каларӑм: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ, 20Сан ҫинчен кӳнтелекен Стефан юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта тӑтӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсен тумтирне сыхласа тӑтӑм» терӗм. 21Вӑл мана каларӗ: «кай, Эпӗ сана аякка, суя тӗнлӗ ҫынсем патне ярӑп» терӗ, тенӗ.
22Ӑна ҫак сӑмаха каличчен итлесе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн вара урӑм-сурӑм кӑшкӑрашма тапратнӑ: ку ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтер! вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар! тесе кӑшкӑрнӑ. 23Вӗсем ҫапла кӑшкӑрашса, тумтирне ывӑта-ывӑта, ҫӳлелле тусан сапса тӑнӑ хушӑра 24пинпӳ Павела кереме илсе кӗме хушнӑ: мӗне пула ӑна хирӗҫ ҫапла кӑшкӑрнине пӗлесшӗн ӑна ҫаптарма хушнӑ. 25Хӑйне чӗнсемпе туртса ҫыхсан Павел ҫавӑнта тӑракан ҫӗрпӗве каланӑ: сире Рим халӑхӗн ҫыннине ҫаптарма ирӗк панӑ-им? сутсӑрах ҫапла тӑвасшӑн-и? тенӗ. 26Ҫакна илтсен ҫӗрпӳ ӗнтӗ пинпӳ патне пырса каланӑ: эсӗ мӗн тӑвасшӑн? Асту, ку ҫын — Рим халӑхӗн ҫынни, тенӗ. 27Вара пинпӳ Павел патне пынӑ та: кала-ха мана, эсӗ Рим халӑхӗн ҫынни-им? тенӗ. Павел: ҫапла ҫав, тенӗ. 28Пинпӳ каланӑ: эпӗ вӑл ята пысӑк укҫа парса илтӗм, тенӗ. Павел: эпӗ вара ҫав ятпах ҫуралнӑ, тенӗ. 29Ӑна асаплантарасшӑн тӑракансем вара ҫийӗнчех ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. Павел Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсен, пинпӳ ӑна ҫыхтарнӑшӑн хӑраса ӳкнӗ.
30Иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗрех пӗлес тесе, пинпӳ тепӗр кунне унӑн сӑнчӑрне хывса илтернӗ те аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ, унтан Павела вӗсем умне кӑларса тӑратнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 22: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.