Апостолсен ӗҫӗсем 17
17
1Амфиполь хулипе Аполлони хули витӗр кайса, вӗсем Фессалоникӑна ҫитнӗ; унта иудейсен синагоги пулнӑ. 2Яланхи пекех, Павел вӗсем патне пынӑ; вӗсемпе виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ, 3Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ, «ҫав Христос ӗнтӗ Иисус пулать, эпӗ сире халӗ Ун ҫинчен каласа паратӑп» тенӗ. 4Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Сила енне ҫаврӑннӑ, вӗсен енне тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен эллинсем те питӗ нумаййӑн ҫаврӑннӑ, вӗсен енне куҫнисем хушшинче ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем те сахал мар пулнӑ. 5Ӗненмен иудейсем кӗвӗҫе пуҫланӑ; урамри ҫапкаланчӑк ҫынсене ертнӗ те ушкӑнӗпе пухӑнса хулари халӑха пӑлхатса ҫӳренӗ; апостолсене халӑх умне илсе тухасшӑн вӗсем ӗнтӗ Иасон килне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. 6Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ. 8Ҫакна илтсессӗн халӑх та, хула пуҫлӑхӗсем те шикленсе ӳкнӗ. 9Пуҫлӑхсем ӗнтӗ Иасонпа ыттисенчен саклат илнӗ те вӗсене кӑларса янӑ.
10Тӑвансем вара васкасах Павелпа Силана ҫӗрле Верия хулине ӑсатса янӑ; унта ҫитсессӗн вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ. 11Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. 12Вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче эллинсен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӗсем те, арҫыннисем те чылаях пулнӑ. 13Павел Верияра та Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн, Фессалоникӑри иудейсем унта та пырса халӑха хӗтӗртсе, пӑлхатса ҫӳренӗ. 14Тӑвансем вара Павела ҫийӗнчех тинӗс хӗррине ӑсатса янӑ; Силапа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ. 15Павела ӑсатма кайнисем ӑна Афинӑнах ҫитернӗ, унтан вӗсем каялла кайнӑ. Силапа Тимофее Павел хӑвӑртрах хӑй патне килме хушса янӑ.
16Вӗсене кӗтсе Афинӑра пурӑннӑ чухне хула тулли суя турӑсен кӗлетки ларнине курса Павелӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ. 17Вӑл ӗнтӗ синагогӑра иудейсемпе тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен ҫынсемпе калаҫнӑ, тата куллен-кунах пасар патӗнче иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ. 18Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ. 19Ӑна ӗнтӗ Ареопага илсе пынӑ, унтан ыйта пуҫланӑ: ҫак эсӗ каласа паракан ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗн иккенне эпир пӗлейӗпӗр-ши? 20Эсӗ пирӗн хӑлхана темӗнле сейӗрле сӑмахсем кӗртетӗн-ха. Ҫавӑнпа пирӗн пӗлес килет — мӗн япала ку? тенӗ. 21Афинӑ ҫыннисем те, вӗсем патӗнче пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем те пурте хӑйсен вӑхӑтне пуринчен ытла мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса-итлесе ирттерме кӑмӑлланӑ.
22Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать: 23эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ. Эпӗ ӗнтӗ сире шӑпах Ҫавӑн ҫинчен, эсир хӑвӑр пӗлмесӗрех хисеплекен Турӑ ҫинчен, вӗрентетӗп. 24Тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Вӑл алӑпа тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть. 25Этем алли Ун валли мӗн тума пултарайтӑр? Унӑн мӗн ҫитменни ҫук, Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать. 26Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнтармашкӑн Вӑл мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ, вӗсем пурӑнас вӑхӑта, вырӑна малтанах палӑртса хунӑ; 27ҫакна Вӑл ҫынсем Турра шыраччӑр, алӑ сӗмӗпе те пулин Ун патнелле кайччӑр, тупчӑр Ӑна тесе тунӑ — Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех: 28эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр; сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем те: «эпир — Унӑн йӑхӗ» тенӗ. 29Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар. 30Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать: 31Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел. 32Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсессӗн, хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулнӑ, тепӗрисем тата: ҫакӑн ҫинчен эпир сана тепӗр чухне итлӗпӗр-ха, тенӗ. 33Павел ӗнтӗ вӗсем патӗнчен тухса кайнӑ. 34Ҫавах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса Турра ӗненнӗ; вӗсем хушшинче Ареопаг ҫынни Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм пулнӑ; вӗсемпе пӗрле ыттисем те пулнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 17: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: