Апостолсен ӗҫӗсем 16
16
1Вӑл Дервипе Листрӑна ҫитнӗ. Унта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; унӑн амӑшӗ ӗненекен иудей ҫынни, ашшӗ эллин пулнӑ; 2ун ҫинчен Листрӑпа Иконири тӑвансем ырӑласа калаҫнӑ. 3Павел ӑна хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ; хӑй патне илсен, ҫав ҫӗрте пурӑнакан иудейсен кӑмӑлӗшӗн унӑн ӳтне каснӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ашшӗ эллин пулнине пурте пӗлсе тӑнӑ. 4Хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимра хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ. 5Ӗненекен ушкӑнсем ҫапла тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ.
6Таса Сывлӑш вӗсене Турӑ сӑмахне Асийӑра вӗрентсе ҫӳреме паман, ҫавӑнпа вӗсем Фриги ҫӗрӗпе Галати ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ. 7Мисия патне ҫитсессӗн, вӗсем Вифиние каяс шухӑш тытнӑ, анчах Таса Сывлӑш вӗсене унта яман. 8Мисияран пӑрӑнса иртсе вӗсем Троадӑна аннӑ. 9Ҫӗрле Павела пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ пек курӑннӑ, ҫавӑ ӑна йӑлӑнса каланӑ: «Македоние пырса пире пулӑшсам» тенӗ. 10Ҫапла курӑннӑ хыҫҫӑнах эпир Македоние кайма шутларӑмӑр: Ҫӳлхуҫа пире унта вӗрентсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.
11Вара Троадӑран тухса кайса, эпир тӳрех Самофракийӑна пытӑмӑр, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр, 12кунтан Филиппӑна кайрӑмӑр: вӑл — Македонин пӗрремӗш пайӗнчи хула, Римран куҫса ларнӑ ҫынсен хули. Ҫак хулара эпир темиҫе кун пурӑнтӑмӑр. 13Шӑматкун эпир хула тулашне, шыв хӗррине, тухрӑмӑр; унта, ытти ҫӗрти пекех, кӗлӗ ҫурчӗ пурччӗ; пырса ларсан, унта пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр. 14Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр арӑм итлесе тӑчӗ; вӑл Турра хисеплекенскерччӗ, хӗрхӗлтӗм пир сутса пурӑнатчӗ; Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ. 15Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те тӗне кӗрсессӗн, вӑл пире тимлесех каларӗ: эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр, терӗ. Ҫапла пире ӳкӗте кӗртрӗ.
16Пӗррехинче, эпир кӗлӗ ҫуртне кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ; мӗн пулассине каласа панипе вӑл хуҫисене нумай тупӑш кӳрсе тӑнӑ. 17Павелпа пирӗн хыҫҫӑн утса пынӑҫемӗн вӑл кӑшкӑрса пычӗ: ку ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ, терӗ. 18Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ. Павел ҫилленсе ҫитрӗ те ҫаврӑнса пӑхса усал сывлӑша каларӗ: Иисус Христос ячӗпе сана ун ӑшӗнчен тухма хушатӑп, терӗ. Сывлӑш ҫав самантрах тухса кайрӗ. 19Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. 20Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса каларӗҫ: ҫак ҫынсем иудейсем пулнӑ май пирӗн хулана пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, 21пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, пурӑнӑҫлама та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ, терӗҫ. 22Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ, хула пуҫлӑхӗсем вара, вӗсен ҫийӗнчен тумтирне сӳсе илсе, вӗсене патакпа хӗнеме хушрӗҫ, 23хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ. 24Лешӗ, мӗн хушнине итлесе, вӗсене шалти тӗрменех хупнӑ, урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ.
25Павелпа Сила ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ; тӗрмере ларакансем ӗнтӗ вӗсене итленӗ. 26Сасартӑк ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтресе кайнӑ та, тӗрме тӗпӗ-йӗрӗпе кисреннӗ; ҫав самантрах пур алӑк та уҫӑлса кайнӑ, пурин те тимӗрленӗ тимӗрӗсем пушаннӑ. 27Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та, тӗрме алӑкӗсем уҫӑ тӑнине курса, хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе, хӗҫне туртса кӑларса хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. 28Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса ярса каланӑ: хӑвна ху нимӗн усал та ан ту, эпир пурсӑмӑр та кунтах! тенӗ. 29Тӗрме хуралҫи ӗнтӗ ҫутӑ ыйтса илнӗ те тӗрмене чупса кӗнӗ, чӗтрекенскер, Павелпа Сила умне ӳкнӗ; 30унтан вӗсене ертсе тухса каланӑ: эй аслӑ ҫыннӑмсем! ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас? тенӗ. 31Вӗсем каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ. 32Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчи пур ҫынна та Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа вӗрентнӗ. 33Вӑл вӗсене ҫӗрле ҫав сехетрех тӗрмерен илсе тухнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; унтан хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те ҫийӗнчех тӗне кӗнӗ. 34Унтан вӗсене хӑй килне илсе кӗрсе апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе тем пекех савӑннӑ.
35Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем ун патне хула тарҫисене янӑ: «ҫав ҫынсене кӑларса яр» теме хушнӑ. 36Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та ыррӑн-сыввӑн кайӑрах, тенӗ. 37Анчах та Павел вӗсене каланӑ: пире, Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсене, сутсӑрах пӗтӗм халӑх умӗнче хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ те халӗ вӑрттӑн кӑларса яраҫҫӗ-и? ҫук, килччӗр те пире хӑйсем кӑларччӑр, тенӗ. 38Хула тарҫисем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене каласа панӑ та, лешӗсем, Павелпа Сила Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсем тенине илтсен, хӑраса ӳкнӗ. 39Вара пынӑ та вӗсенчен каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан вӗсене хуларан кайма йӑлӑннӑ. 40Тӗрмерен тухсан вӗсем Лидия патне кӗнӗ, унта тӑвансемпе тӗл пулса вӗсене хавхалантарса хӑварнӑ та унтан ҫула тухнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 16: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: