Апостолсен ӗҫӗсем 13

13
1Антиохири ӗненекен ушкӑнра ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варнава, Нигер теекен Симеон, Киринея ҫынни Лукий, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑракан Иродпа пӗрле вӗренсе ӳснӗ Манаил тата Савл. 2Пӗррехинче, вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе, типӗ тытса кӗлӗ тунӑ чухне, Таса Сывлӑш каланӑ: Эпӗ Варнавӑпа Савла пӗр ӗҫ тума чӗннӗ, вӗсене Мана ҫавӑн валли уйӑрса парӑр, тенӗ. 3Вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынсем ҫине алӑ хурса вӗсене ӑсатса янӑ.
4Варнавӑпа Савл, хӑйсене Таса Сывлӑш янӑскерсем, Селевкие ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ; 5Саламина ҫитсессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче вӗрентнӗ; пулӑшса тӑма хӑйсемпе пӗрле Иоана та илсе ҫӳренӗ. 6Пӗтӗм утрав тӑрӑх ҫӳресе тухса Паф хулине ҫитсессӗн, вӗсем пӗр асамҫӑна, Вариисус ятлӑ иудей ҫыннине, суя пророка, тӗл пулнӑ; 7вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ Сергий Павел проконсул таврашӗнчи ҫын пулнӑ. Лешӗ Турӑ сӑмахне илтесшӗн хӑй патне Варнавӑпа Савла чӗнтерсе илнӗ. 8Анчах Елима асамҫӑ (унӑн ячӗ ҫапла куҫарӑнать), проконсул чӑн тӗн енне ан сулӑнтӑрччӗ тесе, вӗсене хирӗҫ тӑнӑ. 9Павел теекен Савл Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, ун ҫине вирлӗн пӑхса 10ҫапла каланӑ: эй шуйттан ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗх тӑшманӗ! эсӗ тӗрлӗ ултавпа та усаллӑхпа тулса ларнӑ! Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ҫулӗнчен аташтарса яма чарӑнӑн-и? 11Акӑ халӗ сана Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ: эсӗ суккӑр пулӑн та пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн, тенӗ. Ҫав самантрах лешне сӗмлӗх хупласа илнӗ, вӑл унталла та кунталла ҫаврӑнкаласа хӑйне ертсе кайма ҫын шыранӑ. 12Мӗн пулса иртнине курсассӑн, тата Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе тӗлӗннӗскер, проконсул Турра ӗненнӗ.
13Павел тата унпа пӗрле ҫӳрекенсем Паф хули патӗнчен ишсе кайсан Памфили ҫӗрӗнчи Перги хулине ҫитнӗ. Иоанн вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима таврӑннӑ. 14Кусем вара Пергирен тухса Писиди ҫӗрӗнчи Антиохи хулине ҫитнӗ, шӑматкун унта синагогӑна кӗрсе ларнӑ. 15Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсем патне ҫапла калама ҫын янӑ: тӑван ҫыннӑмӑрсем! сирӗн халӑха вӗрентсе каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр, тенӗ.
16Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса каланӑ: эй Израиль арӗсем, эй Турӑран хӑраса тӑракансем, итлӗр! 17Ҫак халӑх Турри пирӗн аттемӗрсене суйласа илнӗ, Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӗсене асла кӑларнӑ, хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ, 18хӗрӗх ҫула яхӑн пушхирте вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ; 19Ханаан ҫӗрӗнче ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсене ҫавсенӗн ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ. 20Ҫапла тӑватҫӗр аллӑ ҫула яхӑн иртсе кайнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, вара Самуил пророк вӑхӑчӗ ҫитичченех халӑха тӳресем тытса тӑнӑ. 21Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ та, Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи ҫынна, Кис ывӑлне Саула, панӑ. Ҫапла пӗр хӗрӗх ҫул иртнӗ. 22Саула катертсен вӗсем валли Давида патшана лартнӑ. Ун ҫинчен пӗлтерсе каланӑ: «Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫынна — Давида, Иессей ывӑлне — тупрӑм; вӑл Эпӗ тӑвас тенине пурне те пурӑнӑҫа килтерӗ» тенӗ. 23Турӑ, Хӑй сӑмах панине пурӑнӑҫласа, Давид йӑхӗнчен Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ. 24Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ; 25хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ. 26Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, Авраам йӑхӗн ачисем, эй сирӗн хушшӑрта Турӑран хӑраса тӑракан ҫынсем! ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ. 27Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ, 28вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ. 29Ун ҫинчен ҫырнине пӗтӗмпех вырӑна кӳрсе ҫитерсен, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ. 30Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ; 31Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима тухса пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ; халӗ ӗнтӗ вӗсем халӑх умӗнче Ун ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. 32Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ, 33ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ. 34Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, Вӑл ҫӗрсе каяс ҫукки ҫинчен ҫапла каланӑ: «Давида пама пулнӑ ырӑлӑхсене Эпӗ чӑнах сире парӑп» тенӗ. 35Ҫав тӗлӗшпех тата тепӗр тӗлте те каланӑ: «Эсӗ Хӑвӑн Святойна ҫӗрме памӑн» тенӗ. 36Давид хӑй ӗмӗрӗнче Турӑ ирӗкне туса пурӑннӑ, унтан вилнӗ те канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫӗрнӗ. 37Ку вара, Турӑ чӗртсе Тӑратни, ҫӗрмен. 38Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫапла ӗнтӗ эсир пӗлсе тӑрӑр: сирӗн ҫылӑхӑрсем Ун урлӑ каҫарӑнассине пӗлтеретпӗр; 39эсир Моисей саккунӗпе пурӑнса тӳрре тухаймарӑр пулсан, кашни ӗненекен ҫынах Ун урлӑ пур тӗлӗшпе те тӳрре тухать. 40Сыхланӑр, пророксен кӗнекинче калани ан ҫиттӗр сире; унта ҫапла каланӑ: 41«эй мӑшкӑлҫӑсем, курӑр акӑ! Тӗлӗнӗр те — ҫухалӑр: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ ҫакӑн пек ӗҫ тӑватӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр» тенӗ.
42Вӗсем иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем вӗсене ҫитес шӑматкун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ. 43Пуху вӗҫленнӗ хыҫҫӑн темӗн чухлӗ иудей тата суя тӗнрен иудейсен тӗнне куҫнисем, Турра хисеплекенскерсем, Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле кайнӑ; лешӗсем ӗнтӗ, вӗсемпе калаҫса пырса, вӗсене Турӑ тивлетне шанса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
44Тепӗр шӑматкун пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ. 45Халӑха курсассӑн иудейсем питӗ вӗчӗрхенсе ҫитнӗ те Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ. 46Вара Павелпа Варнава хӑюллӑн та ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: Турӑ сӑмахне чӑн малтан сире каласа кӑтартмаллаччӗ; анчах эсир ӑна йышӑнмастӑр, хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме тивӗҫсӗр тӑватӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир суя тӗнлисене вӗрентме тытӑнатпӑр. 47Пире Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ: «Эпӗ Сана суя тӗнлисен ҫути турӑм, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех Эсӗ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пул терӗм» тенӗ. 48Ҫакна илтсен суя тӗнлӗ ҫынсем савӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтанӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме малтанах пӳрнисем пурте ӗненнӗ. 49Ҫапла Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗршыва сарӑлса пынӑ. 50Анчах та иудейсем чаплӑ кил-йышри хӗрарӑмсене — Турра ӗненекенскерсене, хисеплӗскерсене — тата хулари паллӑ ҫынсене хӗтӗртнӗ те Павелпа Варнавӑна хӗсӗрле пуҫланӑ, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. 51Кусем ӗнтӗ ури ҫумӗнчи тусана вӗсем еннелле силлесе хӑварнӑ та Иконие ҫул тытнӑ. 52Вӗренекенсем вара пӗтӗм чун-чӗререн савӑннӑ, вӗсем Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пынӑ.

Marker

Kopier

Sammenlign

Del

None

Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på