Апостолсен ӗҫӗсем 11
11
1Суя тӗнлӗ ҫынсем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем те илтнӗ. 2Петр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелесе каланӑ: 3эсӗ ӳт кастарманнисем патне кайрӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн, тенӗ. 4Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ: 5эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ; 6эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм. 7Тата хама: «Петр, тӑр та пусса ҫи» теекен сасса илтрӗм. 8Вара эпӗ каларӑм: «эй Турӑ! ҫук, ҫиейместӗп: ман ҫӑварӑма нихӑҫан та ирсӗрри е тасамарри нимӗн те кӗмен» терӗм. 9Сасӑ мана тӳперен тата тепӗр хут каларӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла» терӗ. 10Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулчӗ; унтан каллех пӗтӗмпе тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ. 11Шӑпах ҫав сехетре эпӗ пурӑнакан ҫурт умне ман патӑма Кесарирен янӑ виҫӗ ҫын пырса тӑчӗ. 12Сывлӑш мана ҫавсемпе пӗрле пӗр иккӗленмесӗр кайма хушрӗ. Манпа пӗрле ҫакӑ ултӑ тӑванӑм та пычӗ; вара эпир ҫав ҫын килне ҫитрӗмӗр. 13Вӑл пире хӑй пӳртӗнче Ангела курнине каласа кӑтартрӗ; Ангел пырса тӑнӑ та ӑна каланӑ: «Иоппие ҫынсем ярса, Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; 14вӑл сана калас сӑмахсем урлӑ эсӗ хӑв та ҫӑлӑнӑн, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ» тенӗ. 15Эпӗ калаҫа пуҫласан, унччен хамӑр ҫине аннӑ пек, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш анчӗ. 16Ҫавӑн чухне эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне аса илтӗм, Вӑл ҫапла калатчӗ: «Иоанн шывпа тӗне кӗртрӗ, эсир Таса Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр» тетчӗ. 17Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те пачӗ пулсассӑн, Турра хирӗҫ пыма камах вара эпӗ? тенӗ. 18Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ та Турра мухтаса каланӑ: чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ суя тӗнлисене те ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнмелле тунӑ иккен, тенӗ.
19Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине кура саланса кайнисем ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ; вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. 20Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Кипр ҫыннисем, Киринея ҫыннисем пулнӑ; вӗсем Антиохие ҫитнӗ те Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен эллинсене Ырӑ Хыпар каласа кӑтартнӑ. 21Ҫӳлхуҫа алли вӗсемпе пӗрле пулнӑ, ӗненсе, темӗн чухлӗ халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ. 22Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна хыпар ҫитнӗ те, вӗсем Варнавӑна Антиохие кайма хушнӑ. 23Унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлетне курса питех те савӑннӑ, пурне те Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма ӳкӗтленӗ; 24Варнава ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, Таса Сывлӑшпа тата ӗненӳпе хӑватлӑланнӑ ҫын пулнӑ. Ҫапла нумай халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ. 25Кайран Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, 26шыраса тупсассӑн ӑна Антиохие илсе пынӑ. Унта вӗсем ҫулталӑк хушши ӗненекенсен ушкӑнӗпе пуҫтарӑна-пуҫтарӑна нумай халӑха вӗрентнӗ; ӗнтӗ чи малтан Антиохири вӗренекенсене Христос ҫыннисем теме пуҫланӑ.
27Ҫав кунсенче Иерусалимран Антиохие пророксем пынӑ. 28Вӗсенчен пӗри, Агав ятлӑскер, тӑнӑ та Таса Сывлӑш пӗлтернипе: «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пулать» тесе малтанах каласа хунӑ; Клавдий кесарь вӑхӑтӗнче чӑнах та ҫавӑн пек пулнӑ. 29Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ; 30вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 11: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.