Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ. Пурте ҫисе тӑрансан Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр, тенӗ.