Марк ҫырнӑ Евангели 8
8
1Ҫав кунсенче пӗррехинче халӑх питӗ нумай пухӑннӑ, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те пулман; Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: 2ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Ман патӑмра, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те ҫук. 3Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ, тенӗ. 4Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: кунта пушхирте вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла, кам тупӗ? тенӗ. 5Вӑл вӗсенчен: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? тесе ыйтнӑ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ. 6Вара Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ; унтан ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та, вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа, вӗренекенӗсене панӑ; лешӗсем халӑха валеҫсе панӑ. 7Вӗсенӗн кӑштах вӗтӗ пулӑ та пулнӑ: Вӑл пилленӗ те ӑна та валеҫсе пама хушнӑ. 8Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ. 9Ҫиекенӗсем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Вара вӗсене килӗсене ӑсатнӑ.
10Унтан ҫийӗнчех вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ҫитнӗ. 11Фарисейсем тухнӑ та Унпа тавлаша пуҫланӑ; вӗсем, Ӑна сӑнас тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. 12Иисус ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ҫак ӑрӑва хӑват пулмӗ, тенӗ. 13Вара вӗсене хӑварса каллех кимӗ ҫине ларнӑ та тепӗр енне кайма тухнӑ. 14Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ. 15Вӑл вӗсене вӗрентсе каланӑ: астӑвӑр, Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ. 16Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: ку ӗнтӗ пирӗн ҫӑкӑр ҫуккине пӗлтерет, тенӗ. 17Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе вӗсене ҫапла калать: мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халӗ те пӗлсе, ӑнланса илейместӗр-и? Халӗ те хытӑ чӗреллӗ-и эсир? 18Куҫлӑ пулин те курмастӑр-и? хӑлхаллӑ пулин те илтместӗр-и? астумастӑр-им? 19Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫын валли хуҫа-хуҫа парсассӑн, татӑкӗсене миҫе кунтӑ тултартӑр-ха эсир? тет. Вӗсем Ӑна: вуниккӗ, теҫҫӗ. 20Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫын валли парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе пӗрне тултартӑр-ха? тенӗ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ. 21Татах каланӑ вӗсене: епле ӑнланса илейместӗр-ха? тенӗ.
22Унтан Вифсаидӑна ҫитеҫҫӗ; Иисус патне пӗр суккӑр ҫынна илсе пыраҫҫӗ те Ӑна ҫавна сӗртӗнме йӑлӑнаҫҫӗ. 23Вӑл суккӑра аллинчен тытса ялтан ҫавӑтса тухнӑ та, унӑн куҫӗ ҫине сурса, Хӑй аллине ун ҫине хурса ыйтнӑ: мӗн те пулин куратӑн-и? тенӗ. 24Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынсене куратӑп, вӗсем йывӑҫсем пек, анчах та вӗсем ҫӳреҫҫӗ, тенӗ. 25Вӑл каллех аллипе унӑн куҫне сӗртӗннӗ те ӑна татах пӑхма хушнӑ. Лешӗ тинкерсе пӑхнӑ та — сывалнӑ, пурне те витӗр кура пуҫланӑ. 26Ӑна килне янӑ чухне ҫапла каланӑ: яла ан кӗр, никама та каласа ан пар, тенӗ.
27Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Филипп Кесарийӗ ҫӗрӗнчи ял-хуласене кайнӑ. Ҫул ҫинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫынсем Мана кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ. 28Вӗсем ҫапла хуравланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем — Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата пророксенчен пӗри пулӗ теҫҫӗ, тенӗ. 29Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет. Петр Ӑна: Эсӗ — Христос, тет. 30Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман. 31Унтан Вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗренте пуҫланӑ. 32Ҫакӑн ҫинчен Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ. 33Вӑл вара вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Петра чарса лартса каланӑ: кай ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Турра кирли ҫинчен шухӑшламастӑн, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ. 34Унтан вӗренекенӗсене тата халӑха чӗнсе илсе каланӑ: || Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр. 35Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн, Ырӑ Хыпаршӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ. 36Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса хӑй чунне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ? 37Ҫын хӑй чунне каялла мӗн тӳлесе илейӗ? 38Ҫак аскӑн та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, сӑваплӑ ангелсемпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ, тенӗ.
S'ha seleccionat:
Марк ҫырнӑ Евангели 8: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: