Матфей ҫырнӑ Евангели 11

11
1Хӑйӗн вуникӗ вӗренекенне ҫапла ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Иисус ҫавӑнтан вӗсенӗн хулисенче вӗрентсе ҫӳреме тухса кайнӑ. 2Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран: 3«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ. 4Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: 5суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; 6Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ.
7Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и? 8Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. 9Апла мӗн курма кайрӑр-ха? пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 10Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ. 11Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ. 12Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ. 13Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ. 14Пӗлес тетӗр пулсассӑн, вӑл — килес Илия. 15Илтме хӑлха пурри — илттӗр. 16Кампа танлаштарам ҫак ӑрӑва? Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене 17«эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ. 18Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те; «унӑн ӑшӗнче усал» теҫҫӗ. 19Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ. Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.
20Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 23Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-им? Ҫук, эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн. Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ; 24калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ. 25Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: эй Аттем, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене уҫса панӑшӑн Сана мухтатӑп! 26Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ.
27Аттем пурне те Мана панӑ, Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест; Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет. 28Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; 29Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; 30Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió