Лука ҫырнӑ Евангели 20
20
1Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ кунсенче, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсемпе аслӑ ҫынсем пынӑ та 2каланӑ Ӑна: кала-ха пире, Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ. 3Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам, калӑр-ха Мана: 4Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ. 5Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «ҫӳлтен» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ; 6«этемрен» тесессӗн, пӗтӗм халӑх пире чулпа персе вӗлерӗ, мӗншӗн тесессӗн пурте Иоана пророк тесе ӗненеҫҫӗ» тенӗ. 7Вара вӗсем: ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тесе хуравланӑ. 8Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.
9Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ; 10вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ. 11Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр чурине янӑ; вӗсем ӑна та хӗнесе, хӑртса, пуш алӑпах кӑларса янӑ. 12Унтан виҫҫӗмӗш чурине янӑ; вӗсем ӑна та суранлантарса пӗтерсе, хӑваласа янӑ. 13Вара пахча хуҫи каланӑ: «мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн? хамӑн савнӑ ывӑлӑма ярам-ха, тен, ӑна курсан вӑтанӗҫ» тенӗ. 14Хуҫа ывӑлне курсассӑн, пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ. 15Вара ӑна пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. Пахча хуҫи мӗн тӑвӗ ӗнтӗ вӗсене? 16Килӗ те ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ, тенӗ. Ҫакна илтекенсем: ун пек ан пултӑрччӗ! тенӗ. 17Вӑл вӗсем ҫине тинкерӳллӗн пӑхса каланӑ: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ» тесе ҫырни мӗне пӗлтерет? 18Ҫав чул ҫине ӳкекен кирек кам та арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ. 19Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисус ҫак ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнласа илнӗ те Ӑна ҫавӑн чухнех ярса илесшӗн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. 20Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ; Ӑна тӳресен аллине, аслӑ пуҫлӑх аллине тытса памашкӑн, Вӑл каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе, Ун патне ырӑ ҫын пек курӑнса ҫӳрекен чее ҫынсене янӑ. 21Ҫав ҫынсем Иисусран ыйтнӑ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине пӗлетпӗр, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах та Турӑ ҫулне вӗрентетӗн; 22пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и? тенӗ. 23Вӑл, вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе, каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана? 24Динари кӑтартӑр-ха Мана: ун ҫинче кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тенӗ. 25Вӗсем: кесарӗн, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: апла пулсан кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ. 26Вӗсем ӗнтӗ халӑх умӗнче Ӑна Хӑйне айӑпламалли сӑмах калаттарайман, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнсе калаҫма та чарӑннӑ.
27Унтан Ун патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ: 28Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ. 29Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ; 30вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑчасӑрах вилчӗ, 31унтан ӑна виҫҫӗмӗшӗ качча илчӗ; ҫапла ӑна ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ; пурте ача-пӑчасӑрах вилчӗҫ; 32пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 33Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ. 34Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак тӗнче ачисем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ; 35леш тӗнчене ҫитсе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, 36вӗсем ӗнтӗ урӑх вилме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ангелсемпе танлашаҫҫӗ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, вӗсем Турӑ ачисем пулаҫҫӗ. 37Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей те пӗлтернӗ: вӑл ҫунакан тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Ҫӳлхуҫана Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ. 38Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ, тенӗ. 39Ҫавна хирӗҫ хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ аван каларӑн, тенӗ. 40Унран ӗнтӗ нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман. Вӑл вара вӗсене каланӑ: 41епле-ха Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ? 42-43Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ. 44Ҫапла Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ. 45Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
S'ha seleccionat:
Лука ҫырнӑ Евангели 20: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: