Лука ҫырнӑ Евангели 12

12
1Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пухӑннӑ, ӗнтӗ тӑвӑр пулнипе пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус малтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене кала пуҫланӑ: фарисейсенӗн кӑвас чустинчен — вӗсен икӗпитлӗхӗнчен — сыхланӑр. 2Пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать. 3Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир тӗттӗм ҫӗрте каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ; пӳртре хӑлхаран каланине пӳрт тӑрринче пурте илтмелле кӑшкӑрӗҫ. 4Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр; 5акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр. 6Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарипе сутмаҫҫӗ-и? ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. 7Сирӗн пуҫӑр ҫинчи кашни ҫӳҫ пӗрчи те шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ. 8Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ; 9кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ. 10Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана кирек кама та каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ. 11Хӑвӑра синагогӑсене тӳресемпе пуҫлӑхсем умне илсе пырсан, мӗнле хуравласси, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр: 12мӗн каламаллине сире ҫав сехетре Таса Сывлӑш вӗрентӗ, тенӗ.
13Халӑх хушшинчен пӗри Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр, тенӗ. 14Иисус ӑна ҫапла каланӑ: эй этем, сире сут тума е пурлӑхӑра уйӑрма кам лартрӗ Мана? тенӗ. 15Унтан пурне те каланӑ: астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест, тенӗ. 16Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ; 17вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук» тенӗ. 18Унтан каланӑ: «акӑ мӗн тӑвам: кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам, 19вара чунӑма: эй чунӑм! санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать: кан, ӗҫ, ҫи, савӑн» тейӗп, тенӗ. 20Анчах Турӑ каланӑ ӑна: «эй ӑссӑр! кӗҫӗрех чунна илӗҫ; эсӗ янтӑласа хуни кама юлӗ?» тенӗ. 21Хӑй валли ҫеҫ мул пуҫтараканӑн, анчах Турӑ умӗнче чухӑн ҫыннӑн ҫапла пулать, тенӗ. 22Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр: 23чун ҫимӗҫрен, ӳт тумтиртен аслӑрах. 24Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! 25Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑй пӗвне пӗр чике чухлӗ те пулин ӳстерме пултарайӗ-и? 26Ҫапла ӗнтӗ пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн тӑрӑшатӑр тата? 27Лили чечекӗ мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӑл ӗҫлемест те, арламасть те; калатӑп сире: тем тӗрлӗ чаплӑ Соломон та нихӑҫан та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман. 28Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана анчах пӑрахмалла хирти курӑка та Турӑ ҫапла тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл? 29Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр; 30ҫакна пурне те ку тӗнче ҫыннисем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине вара сирӗн Аҫӑр пӗлсе тӑрать; 31пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире, тенӗ. 32Эй пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл турӗ. 33Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та мӗскӗнсене парӑр. Хӑвӑр валли тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест: 34ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
35Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; 36эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр. 37Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ; чӑн калатӑп сире: вӑл пилӗкне ҫыхӗ те вӗсене кӗрекене лартӗ, вӗсене хӑй пӑха пуҫлӗ. 38Вӑл иккӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та, виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та чурисем ҫаплах сыхӑ тӑраҫҫӗ пулсан — ҫав чурасем телейлӗ. 39Эсир пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш сехетре пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ. 40Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ, тенӗ. 41Ҫавӑн чухне Петр Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и? тенӗ. 42Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ. 43Хуҫи таврӑннӑ чухне чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ. 44Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 45Анчах та ҫав чура хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе, арҫын тарҫӑсене, хӗрарӑм тарҫӑсене хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳресен, 46унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, суя тӗнлисене айӑпланӑ пек айӑплӗ. 47Хуҫи ирӗкне пӗлсе те хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана хытӑ хӗнӗҫ. 48Пӗлмесӗр айӑплама тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ.
Кама нумай панӑ, унран ыйтасса та нумай ыйтӗҫ; кама нумай шанса панӑ, унран шырасса та нумай шыраса илӗҫ. 49Эпӗ ҫӗр ҫине вут антарма килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасчӗ! 50Асап курмалла Манӑн, ҫавӑ пулса иртессине кӗтсе, Эпӗ питех те тертленетӗп. 51Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Калатӑп сире: ҫук, Эпӗ уйӑрма килнӗ; 52паянтан вара пӗр ҫуртри пилӗк ҫын уйӑрӑлса, виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ: 53ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ; амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ; хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ, тенӗ. 54Унтан халӑха та каланӑ: эсир анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсанах: «ҫумӑр пулать» тетӗр, чӑнах ҫапла пулать; 55кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсессӗн: «шӑрӑх пулать» тетӗр, чӑнах та пулать. 56Эй икӗ питлӗскерсем! пӗлӗтпе ҫӗр тӗсне чухлама пӗлетӗр, ҫак хальхи вӑхӑта епле пӗлейместӗр? 57Мӗн пулассине мӗншӗн хӑвӑртан та ӑнланса илейместӗр эсир? тенӗ. 58Эсӗ хӑвӑнпа тупӑшаканпа пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинче чухнех унран хӑтӑлма тӑрӑш, вӑл сана тӳре патне илсе ан пытӑр, тӳре сана асаплантаракан аллине ан патӑр, асаплантараканӗ вара сана тӗрмене ан хуптӑр. 59Калатӑп сана: юлашки ҫур пусна памасӑр та унтан тухаймӑн, тенӗ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió