Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 6

6
1Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ. 7Эпӗ каларӑм: вӑхӑта мӗнле пайланӑ, малтанхи вӑхӑтӑн вӗҫӗ хӑҫан, юлашки вӑхӑтӑн пуҫламӑшӗ хӑҫан? терӗм. 8Вӑл мана каларӗ: Авраамран пуҫласа Исаака ҫити; Исаакран вара Иаковпа Исав ҫуралнӑ, Иаков алли пуҫламӑшӗнчех Исав ури тупанӗнчен тытса тӑнӑ. 9Ку ӗмӗр вӗҫӗ — Исав, тепӗрин пуҫламӑшӗ вара — Иаков. 10Этем алли — ун пуҫламӑшӗ, вӗҫӗ вара — ури тупанӗ. Ездра, Манран урӑххи ҫинчен ан ыйт, терӗ. 11Эпӗ Ӑна ҫапла хуравласа каларӑм: эй Патша Турӑ! эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсан, 12йӑлӑнатӑп Сана, Хӑвӑн чуруна ҫӗркаҫ кӑтартнӑ паллӑсене ыттине те кӑтартсамччӗ, терӗм. 13Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: уру ҫине тӑр та шавлӑ сасса итле, 14ҫӗр чӗтренес пулсан та эсӗ тӑракан вырӑн хускалмӗ те. 15Вӑл каланӑ чухне эсӗ тӑракан вырӑн вӑйлӑ чӗтренме пуҫласассӑн, эсӗ ан сехӗрлен; сӑмах ӗнтӗ — тӗнче пӗтесси ҫинчен, ҫӗр никӗсӗ ҫакна ӑнланӗ, 16сӑмах хӑй ҫинчен пынине пӗлсен, ҫӗр чӗтренӗ, силленӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр никӗсӗ ӗмӗр вӗҫӗнче улӑшӑнать, терӗ.
17Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ. 24Ун чухне ҫапла пулӗ: туссем пӗр-пӗрне хирӗҫ, тӑшмансем пек, вӑрҫӑ кӑралӗпе тухӗҫ, пӗтӗм ҫӗр, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкӗҫ, ҫӑлкуҫсен ҫулӗсем чарӑнса ларӗҫ те виҫӗ сехет хушши юхмасӑр тӑрӗҫ. 25Эпӗ сана пӗлтернӗ ҫак пулас ӗҫсем хыҫҫӑн чӗрӗ юлакан хӑй те ҫӑлӑнӗ тата Эпӗ ҫӑлнине те, Эпӗ пултарнӑ тӗнче пӗтнине те курӗ. 26Вӗсем Эпӗ Хам патӑма илнӗ ҫынсене, хӑйсем ҫуралнӑранпа вилӗме пӗлменнисене, курӗҫ, вара пурӑнакансен чӗри улӑшӑнӗ те, вӗсен туйӑмӗсем урӑхланӗҫ: 27ӗнтӗ усаллӑх пӗтӗ, ултав ҫухалӗ; 28ӗненӳ чечекленсе ҫӗкленӗ, аскӑнлӑха ҫӗнтерӗҫ, нумай вӑхӑт хушши ҫимӗҫ кӳмесӗр тӑнӑ чӑнлӑх ҫитӗ, терӗ. 29Вӑл манпа калаҫнӑ чухне акӑ эпӗ тӑракан вырӑн майӗпен-майӗпен чӗтренме пуҫларӗ. 30Вӑл мана каларӗ: эпӗ сана ҫакна килес каҫ кӑтартма килӗп. 31Ҫапла вара, эсӗ каллех кӗлтусассӑн, каллех ҫичӗ кун хушши типӗ тытсассӑн, эпӗ сана кӑнтӑрла тата ытларах та кӑтартӑп: 32санӑн сассуна Ҫӳлти Турӑ патӗнче илтнӗ; Тӗрекли санӑн тӳрӗ ӗҫне, эсӗ мӗн ҫамрӑкран упранӑ тасалӑхна курнӑ. 33Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.
35Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ каллех куҫҫулӗ юхтарса кӗлтурӑм, ҫавӑн пекех ҫичӗ кун типӗ тытрӑм — хама хушнӑ виҫӗ эрнене вырӑна килтерес терӗм. 36Саккӑрмӗш каҫхинех ман чӗрем ҫӗнӗрен хускалчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм: 37ӗнтӗ ӑшӑм вут-ҫулӑмла хыпса илчӗ, чунӑм та ҫунать. 38Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ тӗнчене пултарма пуҫласанах каланӑ; малтанхи кун: «тӳпепе ҫӗр пултӑр» тенӗ, вара Санӑн сӑмаху пурӑнӑҫланнӑ ӗҫ пулса тӑнӑ. 39Ҫавӑн чухне Сывлӑш вӗҫсе ҫӳренӗ, йӗри-тавра сӗмлӗх те шӑплӑх тӑнӑ: ҫынна пултарман пулнӑ-ха. 40Вара Эсӗ Хӑвӑн ӗҫӳ курӑнтӑр тесе Хӑвӑн управӑшунтан ҫутта тухма хушнӑ. 41Иккӗмӗш кунхине Эсӗ тӗрек ангелне пултарнӑ, ӑна шыва пайлама, шывран шыва уйӑрма хушнӑ, пӗр пайӗ ҫӳлелле ҫӗклентӗр, ыттийӗ вара аялтах юлтӑр тенӗ. 42Виҫҫӗмӗш кунхине Эсӗ шывсене ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайӗнче пуҫтарӑнса тӑма хушнӑ, ҫӗрӗн ултӑ пайне типӗтнӗ, ун ҫинче Сан умӑнта вӑрлӑх акса тырӑ-пулӑ тума ӗҫлемелле пулнӑ. 43Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна каланӑ ҫеҫ, ҫавӑнтах ӗҫ пулса тӑнӑ; 44сасартӑках имсӗр-сумсӑр ҫимӗҫ, тӗрлӗ-тӗрлӗ тутӑллисем тата калама ҫук ырӑ шӑршӑллӑ, хӳхӗмрен те хӳхӗм тӗслӗ чечексем пулса тӑнӑ: ҫакна пурне те виҫҫӗмӗш кунхине пултарнӑ. 45Тӑваттӑмӗш кунхине Эсӗ хӗвеле ҫиҫсе ялкӑшма, уйӑха ҫутатма, ҫӑлтӑрсене хӑйсен вырӑнне вырӑнаҫса тухма хушнӑ, 46тата вӗсене пултарма палӑртнӑ этемшӗн ӗҫлесе тӑма хушнӑ. 47Пиллӗкӗмӗш кунхине Эсӗ шыв пуҫтарӑнса тӑракан ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайне чӗрчунсем, вӗҫен кайӑксем, пулӑсем тума каланӑ, ҫапла пулса тӑнӑ та. 48Чунсӑр-чӗмсӗр шыв, Турӑ хушнипе, чӗрӗ чунсем туса кӑларнӑ, ҫынсенӗн пур ӑрӑвӗ те Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑччӑр тенӗ. 49Ҫавӑн чухне Эсӗ икӗ чӗрчуна сыхласа хӑварнӑ: пӗри — бегемот теекенскер, тепӗри — левиафан. 50Эсӗ вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн шыв пуҫтарӑнса тӑракан ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайӗ вӗсене иккӗшне пӗрле йышӑнма пултарайман. 51Бегемот теекенскерне Эсӗ виҫҫӗмӗш кунхине типӗтнӗ ҫӗрӗн пӗр пайне панӑ, вӑл ҫавӑнта, пин-пин сӑрт-туллӑ вырӑнта, пурӑнтӑр тенӗ; 52левиафана шывӑн ҫиччӗмӗш пайне панӑ та ӑна сыхласа хӑварнӑ; Ху кама ҫитерес тетӗн, хӑҫан ҫитерес тетӗн, вӗсем ҫавна валли апатлӑх пулччӑр тенӗ. 53Улттӑмӗш кунхине вара Эсӗ ҫӗре выльӑх-чӗрлӗх, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калта тума хушнӑ; 54вӗсем хыҫҫӑн вара Эсӗ Адама пултарнӑ, ӑна Ху пултарнӑ мӗнпур чӗрӗ чунӑн хуҫи пулма лартнӑ, эпир ӗнтӗ пурсӑмӑр та — Ху суйласа илнӗ халӑх — унран пуҫланса кайнӑ. 55Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ ҫакна Сан умӑнта Эсӗ пӗрремӗш тӗнчене пирӗн валли пултарнӑ тенӗрен каларӑм. 56Адамран пулса кайнӑ ытти халӑхсем пирки Эсӗ: вӗсем — нимӗн те мар, сурчӑк евӗрлӗскерсем анчах, тенӗ, вӗсен пысӑк йышне Эсӗ савӑтран тумласа тӑракан тумламсемпе танлаштарнӑ. 57Халӗ вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ нимӗн вырӑнне те хуман ҫак халӑхсем пире тытса тӑма пуҫларӗҫ, пире ҫисех яраҫҫӗ. 58Эпир — Санӑн халӑху, Эсӗ Ху ӑна Манӑн малтанхи, пӗртен-пӗр, чунтан парӑннӑ савнӑ халӑхӑм тенӗскер — вӗсен аллине кӗрсе ӳкрӗмӗр. 59Эхер те ҫак тӗнчене пирӗн валли тунӑ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эпир ӑна еткере илейместпӗр? Хӑҫанччен пырӗ-ши ку?

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió