1
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:46
БИБЛИ
CHB
тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
Compara
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:46
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:51-52
Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ; тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:51-52
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:50
Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та сывлӑшӗ тухнӑ Унӑн.
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:50
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:54
Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:54
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:45
Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:45
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 27:22-23
Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет. Вӗсем пурте: пӑталаттармалла! теҫҫӗ. Пуҫлӑх: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Анчах лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ.
Explorar Матфей ҫырнӑ Евангели 27:22-23