Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.