1
Лука ҫырнӑ Евангели 16:10
БИБЛИ
CHB
Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр.
Compara
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 16:10
2
Лука ҫырнӑ Евангели 16:13
Ниепле чура та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрне курайми пулӗ, е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр, тенӗ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 16:13
3
Лука ҫырнӑ Евангели 16:11-12
Эсир ӗнтӗ ултавпа пухнӑ пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулмасан, чӑннине сире кам шанса парӗ? Ют пурлӑха шанса пама ҫук пулсан, хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ?
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 16:11-12
4
Лука ҫырнӑ Евангели 16:31
Вара Авраам каланӑ ӑна: «вӗсем Моисее те, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрас пулсан та ӗненмӗҫ» тенӗ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 16:31
5
Лука ҫырнӑ Евангели 16:18
Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 16:18