1
Лука ҫырнӑ Евангели 14:26
БИБЛИ
CHB
Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть
Compara
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:26
2
Лука ҫырнӑ Евангели 14:27
кам хӑйӗн хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:27
3
Лука ҫырнӑ Евангели 14:11
кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:11
4
Лука ҫырнӑ Евангели 14:33
Ҫавӑн пекех эсир те нихӑшӗ те, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхӗнчен уйӑрӑлмасан, Манӑн вӗренекенӗм пулаймӑр.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:33
5
Лука ҫырнӑ Евангели 14:28-30
Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и? Унсӑрӑн никӗсне хурсан, туса пӗтереймесен, куракансем пурте кулӗҫ унран: «ку ҫын тума пуҫларӗ те туса пӗтереймерӗ» тейӗҫ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:28-30
6
Лука ҫырнӑ Евангели 14:13-14
Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн: вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн: уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ, тенӗ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:13-14
7
Лука ҫырнӑ Евангели 14:34-35
Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле? Вӑл ӗнтӗ ҫӗре те, тислӗке те юрӑхлӑ мар — ӑна кӑларса тӑкаҫҫӗ. Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
Explorar Лука ҫырнӑ Евангели 14:34-35