Иоанн ҫырнӑ Евангели 2
2
1Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн Амӑшӗ те пулнӑ. 2Ҫав туя Иисуса та, Унӑн вӗренекенӗсене те чӗннӗ. 3Эрех ҫитмен те, Амӑшӗ Иисуса калать: вӗсенӗн эрех ҫук, тет. 4Иисус калать Ӑна: эй Анне, Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тет. 5Амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: Вӑл сире мӗн калӗ, эсир ҫавна тӑвӑр, тенӗ. 6Иудейсен тасалмалли йӑлипе, ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. 7Иисус тарҫӑсене: савӑтсене шыв тултарӑр-ха, тет. Лешӗсем туллиех тултарнӑ. 8Вӑл вара калать вӗсене: ӗнтӗ ӑсӑр та туй пуҫне леҫсе парӑр, тет. Лешӗсем леҫсе панӑ. 9Туй пуҫӗ шывран пулнӑ эрехе астивсе пӑхнӑ та (вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ҫакна шыв ӑсакан тарҫӑсем анчах пӗлнӗ), кӗрӳ каччӑна чӗнсе илсе, 10ӑна ҫапла калать: кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ, тет. 11Ҫапла Иисус хӑватлӑ ӗҫсем тума Галилейӑри Кана хулинче пуҫланӑ, унта Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ; вара вӗренекенӗсем ӗненнӗ Ӑна. 12Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Унӑн Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта темиҫе кун пурӑннӑ. 13Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ, 14Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ. 15Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ. 17Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни типӗтсе ячӗ Мана» тесе ҫырнине аса илнӗ. 18Ҫавна курса иудейсем Ӑна каланӑ: ҫапла тума ирӗкӳ пуррине мӗнле паллӑ кӑтартса пӗлтерӗн Эсӗ пире? тенӗ. 19Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп, тенӗ. 20Иудейсем ҫавна хирӗҫ каланӑ: ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартӑн-и? тенӗ. 21Турӑ Ҫурчӗ тесе Вӑл Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ. 22Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Вӑл ҫакна каланине аса илнӗ те Ҫырӑва та, Иисус каланӑ сӑмаха та ӗненнӗ вара. 23Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Вӑл нумай хӑват тунӑ, ҫакна курса чылайӑшӗ ӗненнӗ Ӑна. 24Анчах Иисус Хӑй вӗсене шанман: Вӑл вӗсене пурне те пӗлнӗ, 25Ӑна ҫын ҫинчен каласа кӑтартни кирлӗ пулман: ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ.
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.