Лука ҫырнӑ Евангели 24

24
1Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех хӗрарӑмсем хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсене илсе тупӑклӑх патне пынӑ; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ; 2вӗсем ӗнтӗ тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ. 3Тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ та — унта Иисусӑн Ӳтне тупайман. 4Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ. 5Хӗрарӑмсем хӑраса ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чухне каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир Чӗрӗскере вилнисен хушшинче шыратӑр? 6Вӑл кунта ҫук: Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Астуса илӗр-ха, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: 7«Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса памалла, хӗрес ҫумне пӑталамалла, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑмалла» тесе каланӑччӗ, тенӗ. 8Вӗсем вара Унӑн сӑмахӗсене астуса илнӗ; 9унтан тупӑклӑх патӗнчен таврӑннӑ та ҫакна пӗтӗмпе вунпӗр вӗренекенне тата ыттисене каласа кӑтартнӑ. 10Ҫавӑн ҫинчен апостолсене каласа кӑтартакансем — Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 11Вӗсен сӑмахӗсем апостолсене пушӑ сӑмах пек туйӑннӑ та, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен. 12Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.
13Ҫав кунах вӗренекенӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран пӗр утмӑл стадире ларакан Эммаус ятлӑ яла кайма тухнӑ; 14вӗсем ӗнтӗ мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пынӑ. 15Ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса-сӳтсе явса пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывӑхарнӑ та вӗсемпе пӗрле пынӑ; 16анчах вӗсен куҫӗсем урӑхла кӑтартнӑ та, вӗсем Иисуса паллайман. 17Вӑл вӗсене каланӑ: эсир капла пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр? эсир мӗншӗн ҫапла салхуллӑ? тенӗ. 18Вӗсенчен пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ? тенӗ. 19Вӑл каланӑ вӗсене: мӗн ҫинчен? тенӗ. Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ; 20Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ. 21Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр; ҫав ӗҫ пулса иртнӗренпе паян виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ. 22Тата пире хамӑрӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмсем тӗлӗнтерчӗҫ: вӗсем ир-ирех тупӑклӑх патне пынӑ та 23Унӑн Ӳтне тупайман, каялла таврӑнсан вӗсем: пире ангелсем курӑнчӗҫ, терӗҫ; ангелсем вӗсене: Вӑл чӗрӗ, тенӗ. 24Пирӗн хушшӑмӑртан хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ те, хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ, анчах Хӑйне курман, тенӗ. 25Вӑл вара вӗсене каланӑ: ӑссӑр та мӑран чӗреллӗ-ҫке эсир, ҫавӑнпа пророксем мӗн каланине ӗненме пултараймастӑр! 26Христосӑн ҫапла асап тӳсмелле марччӗ-и, Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫапла кӗмелле марччӗ-и вара? тенӗ. 27Унтан Вӑл Моисейрен пуҫласа пур пророк та Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ. 28Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывӑхарнӑ; Вӑл тата малалла каясшӑн пек пулнӑ. 29Анчах вӗсем Ӑна ярасшӑн пулман: кун каҫалла сулӑнчӗ — пирӗнпе пӗрле юл, тенӗ. Вӑл вара вӗсемпе пӗрле юлнӑ. 30Вӗсемпе пӗрле апат ҫиме ларсан, Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 31Ҫавӑн чухне вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ та вӗсем Ӑна палласа илнӗ; анчах Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ. 32Вара вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара? тенӗ. 33Вӗсем ӗнтӗ ҫав сехетрех тӑрса тухнӑ та Иерусалима таврӑннӑ; унта пӗрле пухӑннӑ вунпӗр апостолпа ыттисене тӗл пулнӑ; 34кусем: Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ, тесе каласа панӑ. 35Лешӗсем те ҫул ҫинче мӗн пулнине тата Вӑл ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парсан хӑйсем Ӑна епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
36Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем варрине тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ. 37Хӑраса-сехӗрленсе ӳкнипе вӗсем куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 38Вӑл вӗсене каланӑ: мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ? 39Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук, тенӗ. 40Ҫапла каласассӑн вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ. 41Вӗсем савӑннипе ӗненмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл вӗсене каланӑ: сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тенӗ. 42Вӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкӗпе караслӑ пыл панӑ. 43Вӑл ҫавна илнӗ те вӗсен умӗнчех ҫинӗ. 44Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ. 45Ҫавӑн чухне Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ. 46Унтан вӗсене каланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулмаллаччӗ: виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ, 47Ун ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле. 48Эсир ҫавна куракансем пултӑр. 49Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине Аттем пама пулнине яратӑп; ҫӳлтен хӑват иличчен эсир Иерусалим хулинче тӑрӑр, тенӗ.
50Унтан вӗсене хуларан илсе тухса Вифание ҫитернӗ те аллисене ҫӗклесе пилленӗ. 51Пилленӗ чухне Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ. 52Вӗсем ӗнтӗ Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та савӑнса Иерусалима таврӑннӑ. 53Вӗсем яланах Турӑ Ҫуртӗнче Турра аслӑласа, мухтаса тӑнӑ. Аминь.

高亮显示

分享

复制

None

想要在所有设备上保存你的高亮显示吗? 注册或登录