Лука ҫырнӑ Евангели 16
16
1Тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене те каланӑ: пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна «вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет» тесе хыпар ҫитернӗ; 2хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн» тенӗ. 3Вара кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши? хуҫа мана кил-ҫурт пӑхаканран кӑларать; ҫӗр ӗҫлеме пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп; 4кунтан кил-ҫурт пӑхаканран кӑларсан, мана ҫынсем хӑйсем патне илччӗр тесен, мӗн тумаллине пӗлетӗп эпӗ» тенӗ. 5Унтан вӑл хуҫине парӑм тӳлемелли ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ те пӗрне каланӑ: «ман хуҫана санӑн мӗн чухлӗ памаллаччӗ-ха?» тенӗ. 6Лешӗ: «ҫӗр виҫе ҫу» тенӗ. Вӑл ӑна каланӑ: «парӑм хутне ил те, халех лар та «аллӑ» тесе ҫырса хур» тенӗ. 7Унтан тепӗрне каланӑ: «санӑн мӗн чухлӗ памалла?» тенӗ. Лешӗ: «ҫӗр виҫе тулӑ» тенӗ. Ӑна та каланӑ: парӑм хутне ил те «сакӑрвуннӑ» тесе ҫырса хур, тенӗ. 8Хуҫи вара кил-ҫуртне пӑхнӑ ултавҫӑ ҫынна ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн мухтанӑ: ку ӗмӗрӗн ачисем хӑйсенӗн хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах. 9Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр. 10Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр. 11Эсир ӗнтӗ ултавпа пухнӑ пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулмасан, чӑннине сире кам шанса парӗ? 12Ют пурлӑха шанса пама ҫук пулсан, хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ? 13Ниепле чура та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрне курайми пулӗ, е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр, тенӗ.
14Ҫакна укҫа юратакан фарисейсем те илтнӗ, вӗсем Унран кулнӑ. 15Вӑл вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрӗре пӗлсе тӑрать: ҫынсем мӗне хисепе хуни Турӑ умӗнче ирсӗр вӑл. 16Саккунпа пророксем Иоанн киличчен ҫеҫ пулнӑ, халӗ вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарӑлать; кирек кам та унта кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. 17Ҫапах та саккунри пӗр йӗр те пулин пӑрахӑҫланиччен маларах тӳпепе ҫӗр пӗтӗ. 18Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.
19Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ; вӑл порфирӑпа виссон тӑхӑнса ҫӳренӗ; кулленех чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 20Тата пӗр Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ пулнӑ; вӑл, юхан-суранлӑскер, ҫав пуянӑн хапхи умӗнче выртнӑ; 21вӑл унӑн сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ; унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫуланӑ. 22Кӗлмӗҫ вилнӗ, ангелсем ӑна, Авраампа юнашар пултӑр тесе, ун патне илсе кайнӑ; пуян та вилнӗ, ӑна пытарнӑ. 23Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ: 24«эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ. 25Авраам каланӑ: «ачам! астуса ил-ха: ыррине эсӗ ху пурӑнӑҫӑнта куртӑн ӗнтӗ, Лазарь вара усаллине курчӗ; халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ асапланатӑн; 26ҫитменнине тата сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта — тӗпсӗр шырлан, ҫавӑнпа кунтан сирӗн пата каҫас теекенсем ун пек тӑваймаҫҫӗ, унтан та пирӗн пата каҫаймаҫҫӗ» тенӗ. 27Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам: 28манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ. 29Авраам ӑна каланӑ: «вӗсенӗн Моисей тата пророксем пур; ҫавсене итлеччӗр» тенӗ. 30Лешӗ каланӑ: «ҫук, Авраам атте, вилнисенчен кам та пулин вӗсем патне пырсан, вӗсем ӳкӗнӗччӗҫ» тенӗ. 31Вара Авраам каланӑ ӑна: «вӗсем Моисее те, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрас пулсан та ӗненмӗҫ» тенӗ.
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.