Иоанн ҫырнӑ Евангели 3

3
1Фарисейсем хушшинче иудейсенӗн Никодим ятлӑ пӗр пуҫлӑх пулнӑ; 2вӑл ҫӗрле Иисус патне пынӑ та каланӑ Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ. 3Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ. 4Никодим калать Ӑна: пӗр ватӑлсан ҫын епле ҫуралма пултарӗ? вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара? тенӗ. 5Иисус хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ: 6ӳтрен ҫурални — ӳтех, Сывлӑшран ҫурални — сывлӑш. 7Эпӗ хӑвна мӗн каланинчен ан тӗлӗн эсӗ: сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла. 8Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать, тенӗ. 9Никодим Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ку мӗнле пулма пултарать-ха? тенӗ. 10Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ — Израиль вӗрентекенӗ-ҫке, мӗнле-ха ҫакна пӗлместӗн? 11Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр, эсир ҫапах та эпир каласа кӑтартнине йышӑнмастӑр. 12Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан, тӳпери пирки каланине епле ӗненӗр эсир? 13Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне тӳпене никам та хӑпарман. 14-15Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле. 16Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ. 17Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18Ӑна ӗненекен айӑплӑ пулмӗ, Ӑна ӗненменни айӑпа юлнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ӗненмен. 19Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ. 20Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал. 21Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ, тенӗ.
22Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ; унта Вӑл вӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ. 23Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ; 24вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. 25Ҫавӑн чухне Иоанн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалмалли йӗрке пирки тавлашу тухнӑ. 26Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: равви?! Иордан леш енче санпа пӗрле Пулнӑскерӗ, — эсӗ Ун ҫинчен хӑвах ҫирӗплетсе каланӑччӗ, — акӑ Ҫавӑ шыва кӗртет, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ, тенӗ. 27Иоанн ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӳлтен памасӑр ҫын нимӗн те тума пултараймасть. 28Эпӗ хам ҫинчен: «эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ» тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр. 29Хӗр ҫураҫнӑ ҫын кӗрӳ пулать; ӑна итлесе тӑракан юлташӗ, кӗрӳ сассине илтсе, савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать: мана ҫав тулли савӑнӑҫ ҫитрӗ ӗнтӗ. 30Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла. 31Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ; ҫӗр ҫинче ҫурални — ҫӗр ҫинчиех, калаҫасса та вӑл ҫӗр ҫинчи пек калаҫать; тӳперен Килекенни пуринчен те аслӑ. 32Вӑл Хӑй курнине-илтнине каласа кӑтартать, анчах Вӑл каласа кӑтартнине никам та йышӑнмасть. 33Вӑл каласа кӑтартнине йышӑнакан вара Турӑ сӑмахӗ чӑннине ҫирӗплетет. 34Турӑ Янӑскерӗ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать. 35Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ. 36Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.

高亮显示

分享

复制

None

想要在所有设备上保存你的高亮显示吗? 注册或登录