Апостолсен ӗҫӗсем 19
19
1Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел тури ҫӗрсене ҫӳресе тухса Эфеса пынӑ; унта хӑш-пӗр вӗренекене тӗл пулнӑ. 2Вӑл вӗсене каланӑ: ӗненме пуҫласассӑн сирӗн ҫине Таса Сывлӑш анчӗ-и? тенӗ. Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ. 3Вӑл вӗсене каланӑ: эсир шыва епле кӗтӗр? тенӗ. Вӗсем ӑна: Иоанн вӗрентнӗ пек кӗтӗмӗр, тенӗ. 4Павел каланӑ: Иоанн ҫынсене хӑй хыҫӗнчен Килекене, Христос Иисуса, ӗненме ӳкӗтлесе, ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ, тенӗ. 5Ҫакна илтсессӗн вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне кӗнӗ. 6Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ. 7Вӗсем мӗнпурӗ вуникӗ ҫынна яхӑн пулнӑ.
8Павел синагогӑна пыра-пыра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗр хӑрамасӑр виҫӗ уйӑх вӗрентнӗ, хӑй вӗрентни тӗрӗс пулнине ӗнентермеллех каланӑ. 9Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен, вӗсем халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа ҫулне хурланӑ; ҫавӑнпа Павел вӗренекенсене уйӑрса илнӗ те вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ. 10Икӗ ҫул хушши ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ Асийӑра пурӑнакан ҫынсем пурте — иудейсем те, эллинсем те — Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтнӗ.
11Павел аллипе Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ: 12чирлӗ ҫынсем ҫине Павел ҫийӗнчи тутӑра, пилӗк ҫыххине хурсан, вӗсем чирӗсенчен сывалнӑ, усал сывлӑшсем те вӗсен ӑшӗнчен туха-туха кайнӑ. 13Ӗнтӗ вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хӑш-пӗр вӗрӳҫӗ иудейсем те усал ернӗ ҫынсенчен усал сывлӑшсене хӑваланӑ чухне Иисус Ҫӳлхуҫа ятне асӑна пуҫланӑ: «Павел пӗлтерекен Иисуса асӑнса хӑвалатпӑр сире» тенӗ. 14Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла хӑтланнӑ. 15Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем? тенӗ. 16Вара ӑшӗнче усал сывлӑш пур ҫын вӗсем ҫине хаяррӑн сиксе ларнӑ та вӗсене пурне те парӑнтарнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, хӗнесе-ватса пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. 17Эфесра пурӑнакан иудейсемпе эллинсем пурте ҫакна пӗлнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫа ятне мухтама пуҫланӑ. 18Ӗненекенсем нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пытармасӑр, уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ. 19Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ. 20Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ.
21Ҫав ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел ӗнтӗ Македонипе Ахаи витӗр тухса Иерусалима кайма шутланӑ; вӑл: Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла, тенӗ. 22Унтан вӑл хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпе Ераста, Македоние янӑ та хӑй пӗр вӑхӑта Асийӑра юлнӑ.
23Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулне хирӗҫ пысӑк пӑлхав тухнӑ. 24Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ. 27Ку ӗнтӗ пирӗншӗн акӑ мӗншӗн хатарлӑ: пирӗн ӗҫӗмӗртен те йӗрӗне пуҫлӗҫ, аслӑ туррӑмӑрӑн Артемидӑн ҫурчӗ те пӑрахӑҫа тухӗ, ҫапла вара пӗтӗм Асия, пӗтӗм тӗнче хисеплесе тӑракан туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ, тенӗ. 28Ҫакна илтсессӗн пурте тилӗрсе кайсах: Эфесри Артемида аслӑ! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 29Вара пӗтӗм хула пӑтрана пуҫланӑ; Павелпа пӗрле пынӑ Македони ҫыннисене Гайпа Аристарха ярса тытнӑ та, пурте театра кӗпӗрленсе кайнӑ. 30Павел халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, ӑна вӗренекенсем яман. 31Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ. 32Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ. 33Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Александр аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑхпа калаҫасшӑн пулнӑ. 34Анчах та вӑл иудей иккенне пӗлсессӗн пурте харӑс кӑшкӑрса ярса: Эфесри Артемида аслӑ! тесе, икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ. 35Йӗрке тытса тӑракан пуҫлӑх халӑха чарса каланӑ: эй Эфес ҫыннисем! Эфес хули аслӑ Артемида туррӑн тата тӳперен ӳкнӗ сӑнарӑн хуралҫи пулнине кам пӗлмест? 36Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть. 37Ҫак эсир илсе килнӗ ҫынсем Артемида ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан. 38Димитрий тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑстасем кама та пулин айӑплаҫҫӗ пулсассӑн, ӑна тытса пама сут пур, проконсулсем пур — айӑплаччӑрах пӗр-пӗрне. 39Сире тата мӗн те пулин кирлӗ пулсассӑн, ӑна саккунлӑ пухура татса парӗҫ. 40Паян пулса иртнӗ ӗҫ пирӗншӗн хӑрушӑ: пире халӑха пӑлхатнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫакӑн пек пуху пуҫтарӑннӑшӑн эпир тӳрре тухма пултараймастпӑр, тенӗ. Ҫапла каласассӑн вӑл пухӑва салатнӑ.
Markert nå:
Апостолсен ӗҫӗсем 19: CHB
Marker
Kopier
Sammenlign
Del
Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: