Апостолсен ӗҫӗсем 10

10
1Кесарире Корнилий ятлӑ пӗр ҫын — Итали полкӗ теекен ҫарти ҫӗрпӳ — пулнӑ, 2вӑл тӳрӗ ҫын, пӗтӗм кил-йышӗпе Турӑран хӑраса, халӑха нумай ырӑлӑх туса, яланах Турра кӗлтуса пурӑнакан ҫын пулнӑ. 3Вӑл кӑнтӑрла тӑхӑр сехет тӗлнелле хӑй патне Турӑ Ангелӗ уҫҫӑнах курӑнса кӗнине курнӑ, Ангел ӑна: Корнилий! тенӗ. 4Лешӗ ун ҫине пӑхса илнӗ те хӑраса ӳксе каланӑ: мӗн-ха, Ҫӳлхуҫамӑм? тенӗ. Ангел ӑна хуравласа каланӑ: санӑн кӗллӳ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 5Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил. 6Вӑл сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче хӑна пулса пурӑнать, лешӗн ҫурчӗ — тинӗс хӗрринче; хӑвна Петр калас сӑмахсем урлӑ эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ. 7Хӑйпе калаҫакан Ангел кайсассӑн, Корнилий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турра хисеплекенскере, чӗнсе илнӗ те, 8мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.
9Тепӗр кунне, вӗсем хула патне ҫывӑхарса пынӑ вӑхӑтра, улттӑмӗш сехет тӗлнелле, Петр кӗлтумашкӑн пӳрт тӑррине улӑхнӑ. 10Вӑл выҫӑ пулнӑ, унӑн ҫиесси килнӗ. Ун валли апат хатӗрленӗ хушӑра вара Петр кӗлтунӑ чухне, чи ҫӗкленӳлле самантра, 11тӳпе уҫӑлса тӑнине курнӑ, тата темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытнӑ сарлака пир евӗрлӗскер, ҫӗрелле аннине курнӑ; 12ун ҫинче темӗнле чӗрчун та пулнӑ: ҫӗр ҫинчи тем-тем йышши тӑватӑ ураллисем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекеннисем тата вӗҫен кайӑксем. 13Унтан ӑна: Петр, тӑр та — пусса ҫи, тенӗ сасӑ илтӗннӗ. 14Анчах Петр ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ нихӑҫан та ирсӗррине е тасамаррине нимӗн те ҫимен, тенӗ. 15Ӑна каллех, тепӗр хут, сасӑ илтӗннӗ: Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла. 16Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулнӑ; унтан пир евӗрлӗскерӗ каллех тӳпенелле ҫӗкленсе кайнӑ. 17Петр ҫапла курӑнни мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса-шухӑшласа тӑнӑ чухне хайхи Корнилий янӑ ҫынсем Симон ҫурчӗ тӗлне ыйтса-пӗлсе хапхи умне ҫитсе тӑнӑ, 18вӗсем кӑшкӑрса: Петр теекен Симон ҫакӑнта-и? тесе ыйтнӑ. 19Петр хӑй курни ҫинчен шухӑшласа тӑнӑ хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: акӑ сана виҫӗ ҫын шырать; 20ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай — вӗсене Эпӗ ятӑм, тенӗ. 21Петр вара Корнилий янӑ ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: эсир шыраканни — эпӗ; мӗн ӗҫпе килтӗр эсир? тенӗ. 22Вӗсем каланӑ: ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хисеплесе тӑракан Корнилий ҫӗрпӗве сӑваплӑ Ангел, сана хӑй килне чӗнсе пырса, эсӗ каланине итлеме хушнӑ, тенӗ. 23Петр ӗнтӗ вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне вӑл вӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ, Иоппири тӑвансем те хӑшӗ-пӗри унпа пӗрле пынӑ.
24Тепӗр кунне вӗсем Кесарие ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташне, ҫывӑх тусӗ-йышне пуҫтарса, вӗсене кӗтсех тӑнӑ. 25Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий, ӑна хирӗҫ тухса, ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. 26Петр ӑна тытса тӑратнӑ та каланӑ: тӑр; эпӗ те ҫынах, тенӗ. 27Унпа калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ; унта темӗн чухлӗ ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 28Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ. 29Ҫавӑнпа та эпӗ чӗнсессӗнех килтӗм, турткаланса тӑмарӑм. Ӗнтӗ ыйтам-ха: эсир мана мӗн ӗҫпе чӗнсе илтӗр? тенӗ. 30Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те 31каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 32Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ. 33Эпӗ ҫийӗнчех сан патна ҫынсем ятӑм; эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине пӗтӗмпех илтесшӗн эпир халӗ пурсӑмӑр та Турӑ умӗнче тӑратпӑр, тенӗ.
34Петр сӑмах пуҫарса каланӑ: халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, 35Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ. 36Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Турӑ Израиль ывӑлӗсене сӑмах янӑ: ҫак Иисус Христос — пуринӗн те Ҫӳлхуҫи. 37Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр: 38Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ. 39Вӑл Иудея ҫӗрӗнче, Иерусалимра мӗн-мӗн тунине, юлашкинчен Ӑна йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернине пурне те эпир хамӑр курнӑ. 40Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, 41анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ. 42Вӑл пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ тата Хӑй Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри — иккенне пӗлтерме хушрӗ. 43Ӑна ӗненекенӗн кирек камӑн та Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тесе, Ун ҫинчен пур пророк та каласа пӗлтернӗ, тенӗ.
44Петр ҫак сӑмахне каласа та пӗтереймен-ха, ӑна итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те Таса Сывлӑш аннӑ. 45Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: 46ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Вара Петр каланӑ: 47хамӑр пекех Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ? тенӗ. 48Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Петра хӑйсем патӗнче пӗр темиҫе кун пурӑнма тимленӗ.

Marker

Kopier

Sammenlign

Del

None

Vil du ha høydepunktene lagret på alle enhetene dine? Registrer deg eller logg på