Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та, хӗрарӑмсӑр пуҫне никам та юлманнине курса, каланӑ ӑна: эй хӗрарӑм! сана айӑплакансем ӑҫта? никам та айӑплаймарӗ-и сана? тенӗ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: никам та айӑплаймарӗ, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ. Иисус ӑна: Эпӗ те айӑпламастӑп сана; каях, малашне ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.