YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 27

27
1Ватӑлса ҫитсе куҫӗ курми пулсассӑн, Исаак хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эй ывӑлӑм! тенӗ. Лешӗ ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ. 2[Исаак] каланӑ: акӑ эпӗ ватӑлтӑм; хам вилес кунӑма пӗлместӗп; 3халӗ хӑвӑн сӑпрайна, ухӑ йӗппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайӑк тытса кил, 4ман валли хам юратакан апата хатӗрле те мана ҫитерме илсе кил, хам виличчен чунӑм сана пиллесе хӑвартӑр, тенӗ.
5Исаак хӑйӗн ывӑлне Исава мӗн каланине Ревекка илтсе тӑнӑ. Исав вара хире кайӑк тытма кайнӑ; 6Ревекка хӑйӗн [кӗҫӗн] ывӑлне Иакова каланӑ: акӑ эпӗ аҫу санӑн Исав пиччӳне мӗн каланине илтрӗм: 7ман валли кайӑк тытса кил, мана апат хатӗрлесе пар; эпӗ ҫием, вара хам виличчен сана Ҫӳлхуҫа умӗнче пиллем, терӗ. 8Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле: 9кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп, 10эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ. 11Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: манӑн Исав пиччем ҫӑмламас ҫын, эпӗ яка ӳтлӗ ҫын; 12тен, аттем мана хыпаласа пӑхӗ те, эпӗ вара унӑн куҫӗ умӗнче ултавҫӑ пулӑп, хам ҫине пиллӗх вырӑнне ылхан кӳрӗп, тенӗ. 13Амӑшӗ ӑна каланӑ: ывӑлӑм, сана тивес ылхан ман ҫие пултӑр, эсӗ манӑн сӑмахӑма ҫеҫ итле, кай, илсе килсе пар мана, тенӗ. 14Вӑл кайнӑ та, тытса килсе, амӑшне панӑ; амӑшӗ вара унӑн ашшӗ юратакан апатне пӗҫерсе хунӑ. 15Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ; 16унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
18Вӑл ашшӗ патне кӗнӗ те: аттем! тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ кунтах; ывӑлӑм, эсӗ кам? тенӗ. 19Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ Исав, малтанхи ывӑлу, пурне те эсӗ каланӑ пек турӑм; тӑр та манӑн кайӑк ашне ларса ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ. 20Исаак хӑйӗн ывӑлне каланӑ: эй ывӑлӑм! епле эсӗ питӗ хӑвӑрт тупса килтӗн? тенӗ. Вӑл: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна мана хирӗҫех ячӗ, тенӗ. 21Вара Исаак Иакова каланӑ: [ман ҫывӑхӑма] кил-ха, ывӑлӑм, эпӗ сана хыпаласа пӑхам, эсӗ манӑн Исав ывӑлӑм-и, вӑл мар-и? тенӗ. 22Иаков Исаак патне, хӑйӗн ашшӗ патне, пырса тӑнӑ, ашшӗ ӑна хыпаласа пӑхнӑ та каланӑ: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенӗ. 23Вӑл ӑна паллайман, мӗншӗн тесессӗн Иаков аллисем Исав пиччӗшӗн аллисем пекех ҫӑмламас пулнӑ; вара ӑна пиллесе 24каланӑ: манӑн Исав ывӑлӑм эсӗ-и? тенӗ. Иаков: эпӗ, тенӗ. 25Исаак каланӑ: пар-ха мана, эпӗ ывӑлӑм кайӑкне ҫием, манӑн чунӑм сана пиллемелле пултӑр, тенӗ. Иаков ӑна панӑ, вӑл ҫинӗ; ӑна эрех те кӳрсе панӑ, вӑл ӗҫнӗ. 26Исаак, ашшӗ, ӑна каланӑ: [ман патӑма] кил-ха, чупту мана, ывӑлӑм, тенӗ. 27Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ. Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑрши; 28Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр; 29сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.
30Исаак [хӑйӗн ывӑлне] Иакова пиллӗх парсассӑнах, Иаков Исаакӑн, хӑйӗн ашшӗн, куҫӗ умӗнчен тухса кайсассӑнах, Исав, пиччӗшӗ, кайӑк тытса таврӑннӑ. 31Вӑл та апат пӗҫернӗ те, хӑйӗн ашшӗ патне илсе кӗрсе, ашшӗне каланӑ: тӑрсам, аттем, ывӑлун кайӑкне ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ. 32Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ. Вӑл: эпӗ санӑн ывӑлу, малтанхи ывӑлу, Исав, тенӗ. 33Исаак темӗн тӗрлӗ хытӑ чӗтӗресе кайнӑ та каланӑ: [ман валли] кайӑк тытса килекенӗ, мана кӳрсе параканӗ кам пулчӗ вара? эпӗ эсӗ киличчен пурне те ҫирӗм, эпӗ ӑна пиллерӗм; ӗнтӗ вӑлах пиллӗхлӗ пулать, тенӗ. 34Исав хӑйӗн ашшӗн [Исаакӑн] сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн хытӑ кӑшкӑрса хурланса йӗре пуҫланӑ, вӑл ашшӗне: эй аттем! мана та пиллесем, тенӗ. 35Анчах вӑл [ӑна]: санӑн шӑллу чееленсе килсе кӗчӗ те санӑн пиллӗхне илсе тухрӗ, тенӗ. 36Вара [Исав] каланӑ: вӑл мана икӗ хут такӑнтарчӗ ӗнтӗ, ӑна ҫавӑнпах Иаков ятлӑ хуман-и? Вӑл манӑн аслӑлӑхӑма туртса илчӗ, акӑ халӗ мана тивес пиллӗхе те илчӗ, тенӗ. [Исав хӑйӗн ашшӗне] татах каланӑ: эсӗ ман валли [те] пиллӗх хӑвармарӑн-и вара? тенӗ. 37Исаак Исава хуравласа каланӑ: акӑ эпӗ ӑна санӑн хуҫу туса хутӑм, унӑн тӑванӗсене пурне те унӑн чури турӑм; ӑна тырӑ-пулӑ, эрех пиллерӗм; ывӑлӑм, саншӑн эпӗ мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ? тенӗ. 38Исав хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, санӑн пӗр пиллӗх анчах-и вара? аттеҫӗм, мана та пиллесем! тенӗ. [Исаак пӗр чӗнмесӗр тӑнӑран] Исав сасӑпа йӗрсе янӑ.
39Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗнчен аякра пурӑнӑн; 40хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑтӑн, тенӗ.
41Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ. 42Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
46Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 27: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ