YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 26

26
1Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте каллех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнӑ. 2Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн, 3ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп; 4-5Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.
6Исаак Герара пырса вырӑнаҫнӑ. 7Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ревекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑмӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынсем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑшланӑ. 8Вӑл унта пурӑнни чылай вӑхӑт иртсессӗн, Авимелех — Филисти патши — чӳречерен пӑхнӑ та Исаак Ревеккӑпа, хӑйӗн арӑмӗпе, вылянине курнӑ. 9Вара Авимелех Исаака чӗнтерсе илсе каланӑ: акӑ ку санӑн арӑму-ҫке; епле-ха эсӗ: вӑл манӑн йӑмӑк пулать, терӗн? тенӗ. Исаак ӑна каланӑ: эпӗ манӑн ун пирки вилес марччӗ тесе шухӑшларӑм, тенӗ. 10Авимелех [ӑна] каланӑ: эсӗ капла пире мӗн турӑн? [манӑн] ҫынсенчен пӗри санӑн арӑмупа кӑшт анчах хутшӑнман, эсӗ пире ҫылӑха кӗртеттӗн, тенӗ. 11Вара Авимелех пӗтӗм халӑхне хытарса каланӑ: кам та кам ҫак ҫынна тата унӑн арӑмне тӗкӗнет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
12Исаак ҫав ҫӗрте тырӑ акнӑ, ҫав ҫулхине ҫӗр хут нумайрах урпа пухса илнӗ: ӑна Ҫӳлхуҫа ҫапла пилленӗ. 13Ҫак ҫын асла тухнӑ, вӑл, ытларан ытла ҫӗкленсе, питех те асла тухса кайнӑ. 14Унӑн вак выльӑх кӗтӗвӗсем те, шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те пулнӑ, темӗн чухлӗ ана пулнӑ, филистимсем ӑна ӑмсана пуҫланӑ. 15Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне ашшӗн чурисем алтнӑ пусӑсене пӗтӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ. 16Авимелех Исаака каланӑ: пирӗн патӑмӑртан кай, эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса кайрӑн, тенӗ.
17Вара Исаак унтан кайнӑ, Герар айлӑмне ҫитсе, чатӑрсем карса лартса, ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 18Хӑйӗн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне алтнӑ пусӑсене — [хӑйӗн ашшӗ] Авраам вилсессӗн филистимсем ишсе-хупласа лартнӑ пусӑсене — Исаак ҫӗнӗрен чавса уҫнӑ; вӗсене хӑйӗн ашшӗ [Авраам] панӑ ятсенех парса тухнӑ. 19Исаак чурисем айлӑмра [Герар айлӑмӗнче] алтнӑ та унта чӗрӗ шывлӑ пусӑ чавса кӑларнӑ. 20Герар кӗтӳҫисемпе Исаак кӗтӳҫисем: ку пирӗн шыв, тесе тавлашнӑ. Ҫапла тавлашнӑран Исаак ҫак пусса Есек тесе ят панӑ. 21[Исаак унтан тапранса кайсассӑн,] тепӗр пусӑ алтса кӑларнӑ; ун пирки те ҫаплах тавлашнӑ; вӑл ӑна Ситна тесе ят панӑ. 22Вӑл кунтан тапранса кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.
23Кунтан вӑл Вирсавияна куҫнӑ. 24Ҫав каҫхине ӑна Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ — Авраамӑн, санӑн аҫун, Турри; ан хӑра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, санӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн, тӑвӑп, тенӗ. 25Вӑл вара унта парне вырӑнӗ тунӑ та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. Вӑл унта чатӑр карса лартнӑ, Исаак чурисем унта [Герар айлӑмӗнче] пусӑ алтса кӑларнӑ.
26Ун патне Герартан Авимелех хӑйӗн тусӗпе Ахузафпа тата хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле пынӑ. 27Исаак вӗсене каланӑ: эсир мана курайми пулса хӑвӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑма мӗншӗн килтӗр тата? тенӗ. 28Вӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр, ҫавӑнпа эпир санпа хамӑр хушшӑмӑрта тупа тӑвас, санпа пӗр канашлӑ пулма сӑмах татас терӗмӗр, 29эпир сана тивмесӗр, саншӑн ыррине анчах туса тӑрса, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ пек, эсӗ те пире усал ан тутӑрччӗ терӗмӗр; халӗ сана Ҫӳлхуҫа пиллӗхлӗ турӗ, тенӗ. 30Исаак вӗсемшӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ. 31Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн тухса кайнӑ. 32Ҫав кунах Исаак чурисем пырса ӑна хӑйсем алтакан пусӑ ҫинчен хыпар тунӑ, вӗсем ӑна: эпир шыв тупрӑмӑр, тенӗ.
33Ҫав пусса вӑл Шива тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа ҫав хула ку таранчченех Беэршива [Вирсавия] ятлӑ.
34Исав хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл хӑй валли Иегудифӑна — хет ҫыннин Беэрӑн хӗрне — тата Васемафӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне — качча илнӗ. 35Вӗсем иккӗшӗ те Исаакпа Ревеккӑна килӗшмен.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 26: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ