Пултарни 28
28
1Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ. 5Исаак вара Иаковпа сывпуллашнӑ, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне — тухса кайнӑ. 6Исаак Иакова пилленине, ӑна Месопотамие ҫавӑнтан арӑм илме пиллесе янине, «ханаан хӗрӗсенчен ху валли арӑм ан ил» тесе ӳкӗтленине, 7Иаковӗ хӑйӗн ашшӗпе амӑшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнӑ. 8Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ; 9вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ. 10Иаковӗ Вирсавияран тухса Харрана кайнӑ, 11пӗр тӗле ҫитнӗ те хӗвел анса ларнӑран ҫавӑнта ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Ҫав вырӑнти пӗр чула илнӗ те, ӑна пуҫелӗк вырӑнне хурса, ҫавӑнта ҫывӑрма выртнӑ. 12Вӑл тӗлӗк курнӑ: акӑ ҫӗр ҫинче пусма тӑрать, унӑн ҫӳл вӗҫӗ тӳпенех перӗнет; акӑ Турӑ Ангелӗсем ун тӑрӑх пӗр улӑхаҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ. 13Акӑ ун ҫинче Ҫӳлхуҫа тӑрать, Вӑл ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн аҫун Авраамӑн Турри, Исаак Турри; [ан хӑра]. Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна парӑп; 14санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ; 15акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет. 16Иаков ыйхинчен вӑранса кайнӑ та: чӑнах, ку вырӑнта Ҫӳлхуҫа пурӑнать; эпӗ ӑна пӗлмен! тенӗ. 17Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ. 18Иаков ирхине ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ. 19Вара [Иаков] ҫав вырӑна Вефиль#28:19 Турӑ ҫурчӗ. тесе ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ. 20Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, 22ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 28: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: