Пултарни 13
13
1Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑйсен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Египетран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗрле Лот та пынӑ.
2Аврам выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те питӗ пуян пулнӑ. 3Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль патнелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Вефильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑна, 4хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. 5Аврампа пӗрле ҫӳрекен Лотӑн та ҫавӑн пекех вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, чатӑрсем те пулнӑ. 6Вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр хӗсӗк пулнӑ, пурлӑхӗ питех те нумай пулнӑран вӗсем пӗрле пурӑнайман. 7Аврам выльӑхӗсен кӗтӳҫисемпе Лот выльӑхӗсен кӗтӳҫисем хушшинче тавлашу тухнӑ; ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ.
8Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хушшӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗтӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пултӑр: эпир — тӑвансем; 9пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑнта мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сулахаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп; эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаялла кайӑп, тенӗ. 10Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; 11Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ. Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. 12Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫланӑ; Лот ҫав таврари хуласенче пурӑннӑ, чатӑрӗсене Содома ҫитиех лартса тухнӑ. 13Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.
14Лот Аврамран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, халӗ ху тӑракан вырӑнтан ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле, тухӑҫпа анӑҫ еннелле ҫаврӑнса пӑх; 15ҫак эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп, 16санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек тӑвӑп; ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчине кам та пулин шутласа кӑларма пултарайсассӑн, санӑн йӑхна та шутласа кӑларӗҫ; 17тӑр, ҫак ҫӗрӗн тӑршшӗне те, урлӑшне те утса тух: ӑна Эпӗ сана [тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе] парӑп, тенӗ. 18Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 13: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: