YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 12

12
1Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; 2санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; 3Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.
4Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫитмӗл пилӗк ҫулта пулнӑ. 5Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ. 6Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем теекен вырӑна ҫитиччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑрӑшшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаансем [пурӑннӑ]. 7Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ. 8Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл унта чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. 9Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑнтӑралла, кайнӑ.
10Ҫав ҫӗрте выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрте выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Египета пурӑнма кайнӑ. 11Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ. 14Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ. 16Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.
17Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑмӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ. 18Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ мана мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн? 19мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ халӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ. 20Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пурне те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 12: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ