Пултарни 14
14
1Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурӑннӑ кунсенче 2ҫавсем Содом патшине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. 3Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑнӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ. 4Кедорлаомер вӗсене вуникӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗмӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ. 5Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, 6хӑйсенӗн Сеир теекен ту хушӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ. 7Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ. 8Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ. 10Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑтӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ. 11Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗнпур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ. 12Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.
13Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Аврам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ. Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ. 14Аврам, хӑйӗн йӑхташӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫуралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; 15вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗсене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗсене Дамаскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; 16вӗсен пӗтӗм тупӑшне туртса илнӗ, хӑйӗн йӑхташне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ.
17Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ; 18Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, — 19Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ; 20тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ. [Аврам] ӑна хӑйӗн пӗтӗм тупӑшӗнчен вуннӑмӗш пайне панӑ. 21Содом патши Аврама каланӑ: ҫыннисене мана пар, туприне хӑвӑн валли ил, тенӗ. 22Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп, 23санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; 24хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 14: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: