YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 11

11
1Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ. 2Тухӑҫ енчен тапранса кайса вӗсем Сеннаар ҫӗрӗнче тӳремлӗх тупнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 3Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ. Ҫапла вӗсенӗн чул вырӑнне кирпӗч пулса тӑнӑ, акшар вырӑнне ҫӗр тикӗчӗ пулнӑ. 4Вара вӗсем каланӑ: хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр. 5Ҫӳлхуҫа этем ывӑлӗсем тӑвакан хулапа пашнене пӑхма аннӑ. 6Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук; 7анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ. 8Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ. 9Ҫавӑнпа хулине Вавилон тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн унта Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр чӗлхине арпаштарнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ.
10Симӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫултан, ҫӗр ҫулта чухне, Симӑн Арфаксад ҫуралнӑ; 11Арфаксад ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата пилӗкҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
12Арфаксад вӑтӑр пилӗк [135] ҫул пурӑннӑ та, унӑн [Каинан ҫуралнӑ. Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад тата виҫҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, вӑл вара вилнӗ. Каинан ҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ та, унӑн] Сала ҫуралнӑ. 13Сала ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад [Каинан] тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
14Сала вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Евер ҫуралнӑ. 15Евер ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сала тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]
16Евер вӑтӑр тӑватӑ [134] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фалек ҫуралнӑ. 17Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]
18Фалек вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рагав ҫуралнӑ. 19Рагав ҫуралнӑ хыҫҫӑн Фалек икҫӗр тӑхӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
20Рагав вӑтӑр икӗ [132] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серух ҫуралнӑ. 21Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Рагав икҫӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
22Серух вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ. 23Нахор ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
24Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ. 25Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
26Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.
27Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Аранӑн Лот ҫуралнӑ. 28Аран хӑйӗн ашшӗ Фарра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ. 29Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Аврам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ. Милка Аранӑн хӗрӗ пулнӑ, Аран Милка ашшӗ тата Иска ашшӗ пулнӑ. 30Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман.
31Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Сарӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитсессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 32Харран ҫӗрне ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 11: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ