YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 10

10
1Ной ывӑлӗсен — Симӑн, Хамӑн тата Иафетӑн — йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. Талай хыҫҫӑн вӗсен ача-пӑча ҫуралнӑ. 2Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас. 3Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма. 4Иаван ывӑлӗсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим. 5Вӗсенчен ӗрченӗ халӑхсем утравсем ҫине ларса тухнӑ; кашнийӗ хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен чӗлхипе калаҫакансемпе пӗрле, хӑйсен ӑрӑвӗнчен тухнисемпе пӗрле, хӑйсен халӑхӗ хушшине вырӑнаҫнӑ.
6Хам ывӑлӗсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан. 7Хуш ывӑлӗсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывӑлӗсем: Шева тата Дедан. 8Хушӑн тата Нимрод ҫуралнӑ; ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ; 9вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ Нимрод пек, теҫҫӗ. 10Малтан унӑн патшалӑхӗ Сеннаар ҫӗрӗнчи Вавилон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тӑнӑ. 11Ҫак ҫӗртен Ассур тухнӑ, вӑл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса лартнӑ, 12Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнӑ; ку аслӑ хула. 13Мицраимран Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим, 14Патрусим, Каслухим ҫуралнӑ, ҫаксенчен Филисти халӑхӗ пулса кайнӑ; Мицраимран тата Кафторим ҫуралнӑ.
15Ханаанран Сидон ҫуралнӑ, — ку унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — тата Хет, 16Иевусей, Аморрей, Гергесей, 17Евей, Аркей, Синей, 18Арвадей, Цемарей тата Химафей ҫуралнӑ. Каярахпа Ханаан ӑрӑвӗсем сапаланса кайнӑ, 19ханаансен ҫӗрӗ Сидонран пуҫласа Герар еннелле Газа патне ҫитнӗ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Ла́ша патне ҫитнӗ. 20Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Хам ывӑлӗсем.
21Симӑн та ачисем пулнӑ, Сим вӑл — Еверӑн мӗнпур ывӑлӗн ашшӗ, Иафетӑн аслӑ пиччӗшӗ.
22Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан]. 23Арам ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш. 24Арфаксадран [Каинан ҫуралнӑ, Каинанран] Сала ҫуралнӑ, Саларан Евер ҫуралнӑ. 25Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ; пӗрин ячӗ Фалек, вӑл ҫуралнӑ кунсенче ҫӗр уйӑрнӑран ӑна ҫапла ят панӑ; унӑн шӑллӗн ячӗ — Иоктан. 26Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах, 27Гадорам, Узал, Дикла, 28Овал, Авимаил, Шева, 29Офир, Хавила тата Иовав ҫуралнӑ. Ҫаксем пурте — Иоктан ывӑлӗсем. 30Вӗсем вырӑнаҫнӑ ҫӗр Мешаран пуҫласа тухӑҫ енчи Сефар тӑвӗ патне ҫитиччен тӑсӑлнӑ. 31Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем.
32Ной ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ ӗнтӗ. Талай хыҫҫӑн вӗсенчен халӑхсем ӗрчесе кайса ҫӗр тӑрӑх саланнӑ.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 10: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ