Сирах 6
6
1Тусран тӑшман пулса ан тӑр: усал ят илсе эсӗ намӑс ҫеҫ курӑн; икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑх ҫын ҫапла тӑвать. 2Хӑвна ху ан мухта, мӑнаҫлӑху чунна вӑкӑр курӑка таптанӑ пек ан таптатӑр: 3ҫулҫусене ҫисе пӗтерӗн, ҫимӗҫӳсем типсе ларӗҫ, вара хӑрнӑ йывӑҫ пек тӑрса юлӑн. 4Чее чун хӑй хуҫин пуҫне ҫиет, ӑна тӑшман мӑшкӑлӗ тӑвать.
5Ӑшӑ чӗлхе-ҫӑвар тус-йыш хушать, ырӑ сӑмах ҫын кӑмӑлне ҫӗклет. 6Санпа тӳрӗ пурӑнакан нумай пултӑр, пин ҫынран пӗри сана канаш параканӗ пултӑр. 7Ҫынпа туслашас тесессӗн сӑнаса пӑхса туслаш, ӑна тӳрех шанса ан пӑрах. 8Хӑшӗ санпала хӑйне кирлӗ чухне туслашать, сана хурлӑх ҫитсессӗн вӑл пӑрахса каять; 9хӑш тусӗ саншӑн тӑшман пулса тӑрать, халӑх умӗнче сана намӑс кӑтартать. 10Хӑшӗ тата пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне — тус, сана хурлӑх ҫитсессӗн вӑл пӑрахса каять. 11Санӑн килӳ-ҫуртунта вӑл хӑйне сан пекех хуҫалла тыткалать, санӑн кил-йышупа чӑрсӑррӑн калаҫать; 12эсӗ мӑшкӑл курас пулсассӑн, вӑл сана хирӗҫ пулать, санӑн куҫу умӗнчен ҫухалать. 13Тӑшманусенчен пӑрӑнса ҫӳре, тус-йышупа асӑрхануллӑ пул. 14Шанчӑклӑ тус — шанчӑклӑ хӳтлӗх: ӑна тупакан — мул тупаканпа пӗрех. 15Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук, унӑн ырӑлӑхӗн те виҫи ҫук. 16Шанчӑклӑ тус вӑл — пурӑнӑҫ сиплӗхӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑракансем тупӗҫ ӑна. 17Ҫӳлхуҫаран хӑракан тус вӑл — ху пекех, ҫавӑнпа та туслӑхне тӗрӗс ҫулпа илсе пырать.
18Эй ывӑлӑм! ҫамрӑкранах тӑрӑшса вӗрен, вара ҫӳҫӳ кӑвакаричченех ӑслӑлӑх санпа пӗрле пулӗ. 19Ӑна вӗренме сухаҫӑ-акаҫӑ пек пуҫӑн, вара унӑн ырӑ ҫимӗҫне кӗтме пултарӑн: 20уншӑн нумаях та ӗҫлемӗн, кӗҫех унӑн ҫимӗҫне ҫиме пуҫлӑн. 21Айван ҫыншӑн вӑл сивлеккӗн курӑнать, ӑссӑр ҫын ӑна йышӑнмасть: 22ӑссӑр ҫынна вӑл пусса тӑракан йывӑр чул пек туйӑнать, вӑл ӑна ҫийӗнчех илсе пӑрахӗ. 23Ӑслӑлӑх вӑл — хӑй ятне тивӗҫлӗ, вӑл сайра ҫынна ҫеҫ курӑнать. 24Ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, манӑн канашӑмран ан пӑрӑн. 25Уруна ӑслӑлӑх тӑллипе тӑлла, мӑйна ӑслӑлӑх сӑнчӑрӗпе сӑнчӑрла. 26Ӑна хӑвӑн хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтса ҫӳре, вӑл саншӑн йывӑр ан пултӑр. 27Ӑслӑлӑх патне пӗтӗм чунупа туртӑн, мӗнпур вӑйран ун ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑш. 28Тӗпче ӑна, шыра — вара пӗлсе ҫитӗн, унпа туслашсассӑн — ан вӗҫерт ӑна; 29юлашкинчен ӑслӑлӑхра эсӗ канлӗх тупӑн, вӑл саншӑн савӑнӑҫ пулса тӑрӗ. 30Ӑслӑлӑх тӑлли саншӑн шанчӑклӑ хӳтлӗх пулӗ, унӑн сӑнчӑрӗ чаплӑ тумтир пулӗ: 31унӑн эрешӗ ылтӑн, унӑн тӑллине сенкер ҫипрен тунӑ. 32Ӑна мухтав тумӗ пек тӑхӑнса ярӑн, савӑнӑҫ пуҫкӑшӑлӗ пек тӑхӑнӑн ӑна. 33Эй ывӑлӑм! вӗренессӳ килсессӗн — ӑна вӗренӗн, ӑна пӗтӗм чунупа парӑнсассӑн — пурне те тума пултарӑн. 34Юратса итлесессӗн — ӑна ӑнланӑн, хӑлхуна ун енне тайсассӑн — ӑслӑланӑн. 35Ватӑсенӗн пухӑвне ҫӳре, кам ӑслӑ, ҫавӑн ҫумне ҫыпҫӑн; тасалӑхлӑ сӑмах-юмаха итлеме кӑмӑлла, ӑса вӗрентекен ытарӑшсем санран иртсе ан кайччӑр. 36Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна курсассӑн тӑтӑшах ун патне ҫӳре, уру унӑн алӑк уратине якаттӑр. 37Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшла, яланах Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрен: Вӑл вара санӑн чӗрӳне тӗреклӗлентерӗ, ӑслӑлӑхшӑн ҫунакан кӑмӑлна ҫырлахтарӗ.
Terpilih Sekarang Ini:
Сирах 6: CHB
Highlight
Salin
Bandingkan
Kongsi
Ingin menyimpan sorotan merentas semua peranti anda? Mendaftar atau log masuk
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.