Logo de YouVersion
Ícono Búsqueda

Тухни 6

6
1Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӑл вӗсене кӑларса ярӗ; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен те хӑваласа кӑларӗ, тенӗ.
2Моисейпе калаҫса, Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 3Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа»#6:3 Яхве. ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм; 4вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм. 5Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм. 6Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ. 9Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен.
10Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11фараон патне, Египет патши патне, кӗр те кала, вӑл Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса ятӑр, тенӗ. 12Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапла тесе каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсем мана итлемеҫҫӗ; фараон мана епле итлетӗр-ха? эпӗ сӑмаха ӑстах мар, тенӗ. 13Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ.
14Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим килӗ-йышӗ. 15Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул: кусем — Симеон килӗ-йышӗ. 16Акӑ Левий ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем, вӗсен ячӗсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ. 17Гирсон ывӑлӗсем: Ливни тата Шимеи хӑйсен килӗ-йышӗпе. 18Кааф ывӑлӗсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр виҫӗ ҫула пынӑ. 19Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ. 20Амрам хӑйӗн мӑн аккӑшне Иохаведӑна качча илнӗ, Иохаведа ӑна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вӗсен аппӑшне,] ҫуратса панӑ. Амрам кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ. 21Ицгар ывӑлӗсем: Корей тата Нефег, тата Зихри. 22Узиил ывӑлӗсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри. 23Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ. 24Корей ывӑлӗсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей килӗ-йышӗ. 25Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ. Ҫаксем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ пуҫлӑхӗсем.
26Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑр, вӗсем хӑйсен ҫарӗсемпе тапранса тухчӑр тесе Ҫӳлхуҫа шӑпах ҫав Ааронпа Моисее каланӑ ӗнтӗ. 27Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.
28Ҫапла вара Египет ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ чухне 29Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа! Эпӗ сана мӗн каланине фараона, Египет патшине, пӗтӗмпе каласа пар, тенӗ. 30Моисей вара Ҫӳлхуҫа умӗнче каланӑ: акӑ ӗнтӗ эпӗ сӑмаха ӑста мар, фараон мана епле итлӗ? тенӗ.

Actualmente seleccionado:

Тухни 6: CHB

Destacar

Copiar

Comparar

Compartir

None

¿Quieres guardar tus resaltados en todos tus dispositivos? Regístrate o Inicia sesión