1
Тухни 6:6
БИБЛИ
CHB
Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп
Comparar
Explorar Тухни 6:6
2
Тухни 6:7
сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр
Explorar Тухни 6:7
3
Тухни 6:8-9
Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ. Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен.
Explorar Тухни 6:8-9
4
Тухни 6:1
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӑл вӗсене кӑларса ярӗ; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен те хӑваласа кӑларӗ, тенӗ.
Explorar Тухни 6:1