Малахия 3
3
1Акӑ Эпӗ Хамӑн Ангелӑма яратӑп, вӑл Манӑн умӑмри ҫула хатӗрлесе хурӗ, эсир шыракан Ҫӳлхуҫа, эсир курас теекен халал Ангелӗ Хӑйӗн Ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ; акӑ Вӑл килет ӗнтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
2Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ? Вӑл курӑнсассӑн, кам тытӑнса тӑрайӗ? Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек, 3Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ. 4Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.
5Вара сирӗн патӑра сут тума пырӑп, асамҫӑсене, аскӑнчӑксене, улталаса тупа тӑвакансене, тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳлемеллинчен катса юлакансене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене хӗсӗрлекенсене, ютран килнисене тӗксе яракансене, Манран хӑраманнисене кӗҫех питлеме тытӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
6Мӗншӗн тесен Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ улшӑнмастӑп; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир, Иаков ывӑлӗсем, пӗтмерӗр. 7Хӑвӑр аҫӑрсен вӑхӑтӗнченех эсир Эпӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑнтӑр, вӗсене тытса тӑмастӑр; Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. «Мӗнле ҫаврӑнас-ха пирӗн?» тейӗр эсир. 8Ҫыннӑн Турра ҫаратма юрать-и? Эсир вара Мана ҫарататӑр. «Мӗнле ҫарататпӑр-ха Сана?» тейӗр эсир. Вуннӑмӗш пайран тата парнерен катса юлса. 9Ылханран та ылхан сире, мӗншӗн тесен эсир — пӗтӗм халӑх — Мана ҫарататӑр. 10Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и? 11Сирӗншӗн Эпӗ хурт-кӑпшанкӑна сирӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене пӗтерме чарӑп, сирӗн хирӗрти иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫсӗр тӑрса юлмӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 12Сире пур халӑхсем те телейлисем теме тытӑнӗҫ, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӗрӗр пурне те ӑмсантарӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
13Сирӗн Манӑн умӑмра калакан сӑмахӑрсем чӑрсӑр, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир: «эпир Сана хирӗҫ мӗн калатпӑр-ха?» тейӗр. 14Эсир калатӑр: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни, Саваоф Турӑ умӗнче хурлӑх тумӗпе ҫӳрени мӗн усӑ кӳчӗ? 15Халӗ мӑнкӑмӑллисене эпир телейлӗ тесе шутлатпӑр: йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ӑнӑҫтарса пурӑнаҫҫӗ, Турра сӑнаҫҫӗ пулин те, тӗрӗс-тӗкелех юлаҫҫӗ» тетӗр.
16Анчах Турӑран хӑракансем пӗрне-пӗри ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа тӑнлать те ҫакна илтет, Ун умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» теҫҫӗ. 17Вӗсем Манӑн пулӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑ кун, Эпӗ пултарас кун, Манӑн еткерлӗхӗм пулӗҫ, ҫын хӑйне ӗҫлесе тӑракан ывӑлне мӗнле кӑмӑллать, Эпӗ те вӗсене ҫапла кӑмӑллӑп. 18Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр, тет.
Actualmente seleccionado:
Малахия 3: CHB
Destacar
Copiar
Comparar
Compartir
¿Quieres tener guardados todos tus destacados en todos tus dispositivos? Regístrate o inicia sesión
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.