Пултарни 20
20
1Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ. 2Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пирки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пыртарнӑ. 3Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тесессӗн унӑн упӑшки пур, тенӗ. 4Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Патшамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара? 5«Ку манӑн йӑмӑкӑм пулать» тесе, вӑл мана хӑех каламарӗ-и? Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна таса чӗремпе, айӑпсӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ. 6Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ. 8Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ. 9Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ. 10Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шухӑшпа турӑн? тенӗ. 11Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм. 14Авимелех вара [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тавӑрса панӑ. 15Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ. 16Саррӑна та каланӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗрле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ. 17Авраам Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн арӑмне те, унӑн хӑрхӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ, 18мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗшӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 20: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: