Пултарни 19
19
1Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 2каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫатпӑр, тенӗ. 3Вӑл вӗсене хистесех чӗннӗ; вӗсем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсене хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ, вӗсем ҫинӗ. 4Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, 5Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ. 6Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ. 9Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, тапӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ. 10Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; 11пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ.
12Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кунта тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пулсассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух, 13эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесессӗн кунта пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳлхуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗтерме ячӗ, тенӗ. 14Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.
15Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангелсем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху патӑнти икӗ хӗрне илсе тух, хуланӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ. 16Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ. 17Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ. 18Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм! 19акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; 20акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ. 21Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп; 22васка, ҫавӑнта тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ. 23Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.
24Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлхуҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ, 25ҫак хуласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ. 26Лот арӑмӗ, ун хыҫӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ. 27Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.
29Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.
30Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигортан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫланӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ. 31Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; 32апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. 33Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 34Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. 35Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 36Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ; 37аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам аттемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать. 38Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех аммонсен ашшӗ шутланать.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 19: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: