Пултарни 48
48
1Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выртать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков патне кайнӑ]. 2Иакова хыпар туса каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ. 3Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ. 5Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскерсем — манӑн ывӑлсем вӗсем; Рувимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ; 6вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗсем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ. 7Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫитесси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [санӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗррине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.
8Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ. 9Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: кусем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, тенӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсене пиллем эпӗ, тенӗ. 10Ватӑлнипе Израилӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курайман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ. 11Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑнна курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана санӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ. 12Иосиф, вӗсене Иаков чӗрҫийӗ патӗнчен аяккарах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 13Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗшне те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм аллине хирӗҫ пырса тӑратнӑ. 14Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫине, кӗҫӗннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия малтанхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ. 15Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Исаак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Турӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, 16мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ачасене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулччӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрчесе-хунаса кайччӑр, тенӗ.
17Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылтӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл ашшӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫинчен Манассия пуҫӗ ҫине илсе хума тӑнӑ, 18Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ. 19Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑллӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗнчен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ. 20Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса хунӑ. 21Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Пултарни 48: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.