Пултарни 46
46
1Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсавияна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Туррине парнесем кӳнӗ. 2Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. 3Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп; 4Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫна Иосиф хӑй аллипе хупӗ, тенӗ. 5Иаков Вирсавияран тапранса кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗне Иакова, хӑйсен ачи-пӑчине, хӑйсен арӑмӗсене фараон Иакова илсе пыма парса янӑ чаплӑ урапасем ҫине лартса илсе кайнӑ. 6Вӗсем хӑйсен выльӑхӗ-чӗрлӗхне тата Ханаан ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ пурлӑхне илсе Египета ҫитнӗ, — Иаков хӑй те, унпа пӗрле унӑн мӗнпур йӑхӗ те ҫитнӗ. 7Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗрӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ.
8Египета ҫитнӗ Израиль ывӑлӗсен ячӗсем ҫаксем: Иаковпа унӑн ывӑлӗсем. Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим. 9Рувим ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми. 10Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул. 11Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. 12Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан ҫӗрӗнчех вилнӗ. Фарес ывӑлӗсем Есром тата Хамул пулнӑ. 13Иссахар ывӑлӗсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон. 14Завулон ывӑлӗсем: Серед, Елон тата Иахлеил. 15Ҫаксем Лия Иакова Месопотамире ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, Лия тата Дина ятлӑ хӗрне ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем мӗнпурӗ вӑтӑр виҫӗ чун пулнӑ. 16Гад ывӑлӗсем: Цифион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Ароди, тата Арели. 17Асир ывӑлӗсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вӗсенӗн йӑмӑкӗ Серах. Бриа ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил. 18Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна парса янӑ Зелфӑн ывӑлӗсем; Зелфа Иакова вунултӑ чун ҫуратса панӑ. 19Рахилӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. 20Египет ҫӗрӗнче Иосифӑн Манассияпа Ефрем ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Потиферӑн, Илиополь хули апӑсӗн, хӗрӗ — ҫуратса панӑ. 21Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывӑлӗсем:] Гера тата Нааман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуппим, тата Ард. 22Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун. 23Дан ывӑлӗ: Хушим. 24Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем. 25Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ. 26Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун. 27Иосифӑн Египетра ҫуралнӑ ывӑлӗсем икӗ чун. Иаковӑн [хӑйпе пӗрле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун.
28Иосиф Гесем ҫулне кӑтарттӑр тесе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗсем Гесем ҫӗрне ҫитнӗ. 29Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ. 30Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ. 31Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем. 33Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесессӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Пултарни 46: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.