Пултарни 31
31
1Лаван ывӑлӗсем: пирӗн аттенӗн мӗн пуррине пурне те Иаков ярса илчӗ, ҫак пурлӑхне пӗтӗмпех пирӗн атте мулӗнчен пуҫтарса турӗ, тенӗ. [Иаков] ҫак сӑмахсене илтнӗ. 2Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар. 3Ҫӳлхуҫа Иакова каланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ. 4Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ. 8Вӑл мана чӑпар выльӑх сана парне пулӗ тесессӗн, пур выльӑх та чӑпар пӑранлама пуҫларӗ. Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ. 9Турӑ сирӗн аҫӑртан [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе [ӑна] мана пачӗ. 10Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка. 11Турӑ Ангелӗ мана тӗлӗкре: Иаков! терӗ. Эпӗ: кунтах эпӗ, терӗм. 12Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗншӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ. 14Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.
17Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухса кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотамире ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле илсе тухнӑ. 19Лаван хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касма кайсассӑн, Рахиль хӑйӗн ашшӗн йӗрӗхӗсене вӑрласа тухнӑ. 20Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫыннин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ. 21Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе тухса кайнӑ; вӑл, шыв урлӑ каҫса, Галаад тӑвӗ патнелле кайнӑ.
22Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен каласа панӑ.
23Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫинче хӑваласа ҫитнӗ. 24Арамей ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, тенӗ.
25Лаван Иакова хӑваласа ҫитнӗ; Иаков хӑйӗн чатӑрне ту ҫине карса лартнӑ пулнӑ, Лаван та хӑйӗн йӑхташӗсемпе Галаад тӑвӗ ҫине карса лартнӑ. 26Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн. 29Аллӑмра сире усал тумалӑх вӑйӑм-халӑм пур, анчах сирӗн аҫӑр Турри ӗнер манпала калаҫнӑ чухне каларӗ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, терӗ. 30Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсене вӑрларӑн? тенӗ. 31Иаков Лавана хуравласа каланӑ: эпӗ хӑрарӑм, вӑл манран хӑйӗн хӗрӗсене [тата манӑн мӗн пуррине] туртса ан илтӗрччӗ терӗм, тенӗ. 32[Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ. [Анчах вӑл унран нимӗн те пӗлеймен.] Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.
33Лаван Иаков чатӑрне те, Лия чатӑрне те, икӗ хӑрхӑм чатӑрӗсене те кӗрсе пӑхнӑ, [ухтарнӑ,] анчах тупайман. Лия чатӑрӗнчен тухсассӑн, Рахиль чатӑрне кӗнӗ. 34Рахиль вара йӗрӗхсене тӗве йӗнерӗ айне пытарса хунӑ та хӑй вӗсем ҫине улӑхса ларнӑ. Лаван пӗтӗм чатӑрне ухтарса тухнӑ, анчах тупайман. 35Рахиль хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ сан умӑнта ура ҫине тӑманшӑн манӑн хуҫам ан ҫиллентӗр, мана хӗрарӑма пулаканни пулнӑ, тенӗ. [Лаван пӗтӗм чатӑра] ухтарса тухнӑ, анчах йӗрӗхӗсене тупайман.
36Иаков ҫилленсе ҫитнӗ те Лаванпа тавлаша пуҫланӑ. Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр. 38Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм. 41Санӑн ҫуртунта манӑн ҫирӗм ҫул ҫапла иртрӗ. Икӗ хӗрӳшӗн эпӗ сана вунтӑватӑ ҫул ӗҫлесе тӑтӑм, санӑн выльӑхушӑн ултӑ ҫул ӗҫлерӗм; эсӗ мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӑн. 42Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн. Манӑн асапӑмсене, манӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.
43Лаван Иакова хуравласа каланӑ: хӗрсем — манӑн хӗрӗмсем; ачасем — манӑн ачамсем; выльӑхӗ — манӑн выльӑх; эсӗ мӗн кураканни пӗтӗмпех манӑн: халӗ хамӑн хӗрӗмсене, вӗсем ҫуратнӑ ачисене мӗн те пулин тума пултараятӑп-и? 44Халӗ ӗнтӗ санпа иксӗмӗр килӗшӳ тӑвар, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен ҫакӑ пулӗ, тенӗ. [Ҫавӑн чухне Иаков ӑна каланӑ: акӑ пирӗнпе пӗрле никам та ҫук; асту, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен — Турӑ, тенӗ.] 45Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк туса тӑратса лартнӑ. 46Иаков хӑйӗн хурӑнташӗсене: чул пухӑр, тенӗ. Вӗсем чул пуҫтарса сӑрт туса хунӑ, ҫавӑнта, чул сӑрт ҫинче, [ӗҫнӗ те,] ҫинӗ те. [Лаван ӑна каланӑ: манпа сан хушшӑмӑрта паян ҫак сӑрт кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.] 47Лаван ҫав сӑрта Иегар-Сагадуфа ят панӑ; Иаков вара ӑна Галаад тенӗ. 48Лаван [Иакова] каланӑ: паянтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та, 49тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр; 50эсӗ манӑн хӗрӗмсене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗмсемсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, асту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.
51Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ. Иаков хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Сехрипе тупа тунӑ. 54Иаков вара ту ҫинче парне выльӑхӗ пуснӑ та хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫӑкӑр ҫиме чӗннӗ; вӗсем ҫӑкӑр ҫинӗ, [ӗҫнӗ,] ту ҫинчех ҫӗр каҫнӑ.
55Лаван ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн мӑнукӗсене, хӗрӗсене чуптуса вӗсене пилленӗ. Унтан Лаван каялла кайнӑ, хӑйӗн килне таврӑннӑ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Пултарни 31: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.